Патшалăх укçипе тирпейлĕ пулмаллине асăрхаттарнă
Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ иртнĕ эрнери ларура сÿтсе явнă 11 ыйту хушшинче яла аталантарма укçа уйăрни те самай вырăн йышăннă.
Федераци бюджетĕнчен кăçал ялсенче çурт-йĕр тумалли лаптăксене йĕркелеме уйăрнă укçана районсене валеçсе парасси самаях калаçтарнă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх — 2017 çул валли асăннă тĕллевпе 12 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă. 6,7 миллион тенкĕ — федераци бюджетĕнчен. Конкурс комиссийĕ çитес 4 çулта пурнăçламалли проектсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Канаш районĕнчи Хучелте ĕçсене кăçалах вĕçлемелле. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 15 миллион тенкĕ ытла. Çак ял Канашпа юнашар вырнаçнă, вăйлă аталанать, асăннă проектпа килĕшÿллĕн унта пĕтĕмпе 120 çурт тумалла. Михаил Игнатьев патшалăх укçипе тирпейлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă — чăннипех ял çыннисем усă курччăр.
— Çĕр лаптăкĕсем уйăратпăр, газ пăрăхĕсене илсе пыратпăр, çулсем тăватпăр. Анчах тепĕр чух ялпа пачах çыхăнман çынсемех çав лаптăксене илеççĕ, унта çуртсем çĕклеççĕ, мĕншĕн тесен муниципалитетсем çакна çирĕп тĕрĕслесе тăмаççĕ. Ялсенче пурăнакансем вара тĕлпулусенче кăмăлсăрланаççĕ: çĕр уйăрнă, анчах инфратытăм валли влаçсем укçа çук теççĕ. Акă мĕншĕн ĕç-пуçа чи çÿллĕ шайра сăнаса тăмалла. Кам Мускава ĕçлеме çÿрет — вĕсем хăйсен шучĕпе газ кĕртме те, ыттине тума та пултараççĕ, — тенĕ вăл. Çийĕнчен тепĕр самант çинче те чарăнса тăнă: граждансем тунă çуртсене кирлĕ пек регистрацилессине те куçран вĕçертмелле мар. Хăшĕсем çурт-йĕр çавăрнă, унта пурăнаççĕ, анчах регистрацилеменнине кура налук тÿлемеççĕ — кун пекки те пулмалла мар.
Сăмах май, 2009-2016 çулсенче республикăри ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тумалли 6 проекта пурнăçланă — 531 миллион ытла тенкĕлĕх: Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелте, Шăнкăртамра, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра, Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкра, Шупашкар районĕнчи Оппукассинче тата Пăрачкавра.
Комментари хушас