Йĕмен ачана кăкăр памаççĕ

Кун йĕрки те пысăк мар — пĕтĕмпе те 11 ыйту кăна кĕртнĕ, çапах Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юнкунхи ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăл е ку министерство ĕçне тиркемелли самантсене пурпĕр тупрĕ. Çапах уяв умĕнхи кун пулни витĕм кÿчĕ пулинех — ытла хивре калаçу пулмарĕ, ыйтусене лăпкăн татса пачĕç.

Хамăрăн çулпа каятпăр

Строительство министрĕн тивĕ¬çĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов нумай хваттерлĕ çуртсенчи капиталлă юсава йĕркелесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси пирки сăмах илчĕ те — Михаил Игнатьев тÿрех кăсăкланчĕ: çĕнĕлĕхсем асăннă сферăри ĕç-пуçа лайăхлатĕç-и? Максимов лайăхлатассине çирĕплетрĕ-ха, çапах строительство ĕçĕсене пурнăçлакан подрядчиксене хваттерсен хуçисем хăйсем тĕрĕслесе тăрасси пирки сăмах пуçарсан регион ертÿçи ăна тÿрех пÿлчĕ: "Бюрократ пек хуравлатăр! Пирĕн халăх ĕçсен пахалăхне, укçа куçăмне тимлĕ сăнаса тăмалли яваплăха хăйĕн çине илмешкĕн хатĕрех мар. Çакна управляющи компанисене лицензилеме пуçлани те çирĕплетрĕ. Лицензилерĕмĕр, анчах хăшпĕр УК хваттерсен хуçисен пухăвĕсене те ирттермен — суя протоколсем хатĕрленĕ те..." Урăхла каласан хваттерсен хуçисене хăйсене кăна шансан йĕрке пуласси иккĕленÿллĕ. Строймин ертÿçи тинех кирлĕ хурав тупрĕ: "Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ пĕтĕмпех тĕрĕслесе тăрĕ".

Административлă правăна пăсни çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе юстици министрĕ Наталья Тимофеева паллаштарчĕ. Сăмах патшалăх пурлăхĕпе хуçаланмалли йĕркене пăснăшăн яваплăха çирĕплетесси — штраф виçине 1-1,5 пинрен 4-5 пин тенкĕ таран пысăклатасси — пирки пырать. Ăна республикăра 2007 çултанпа улăштарман, халь вăл Раççей КоАПĕн¬чи виçерен те самай пĕчĕкрех. Михаил Игнатьев вара Тутарстан, Пушкăртстан тĕслĕхĕсене асăнчĕ — унта çак виçене 10-20 пин тенкĕ таранах пысăклатнă. Тен, пирĕн те çав çулпа каймалла? Наталья Юрьевна ÿсĕм ахаль те пысăккине, Раççейĕн нумай субъекчĕ тутарсемпе пушкăртсен çулĕпе кайманнине палăртнă хыççăн ЧР Пуçлăхĕ малтанхи сĕнÿпех килĕшрĕ.

Ял çынни валли кăна

Федераци бюджетĕнчен кăçал ялсенче çурт-йĕр тумалли лаптăксене йĕркелеме уйăрнă укçана районсене валеçсе парасси самаях калаçтарчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх — 2017 çул валли асăннă тĕллевпе 12 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă. 6,7 миллион тенкĕ — федераци бюджетĕнчен. Конкурс комиссийĕ çитес 4 çулта пурнăçламалли проектсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Канаш районĕнчи Хучелте ĕçсене кăçалах вĕçлемелле. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 15 миллион тенкĕ ытла. Çак ял Канашпа юнашар вырнаçнă, вăйлă аталанать, асăннă проектпа килĕшÿллĕн унта пĕтĕмпе 120 çурт тумалла. Михаил Игнатьев патшалăх укçипе тирпейлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ — чăннипех ял çыннисем усă курччăр.

— Çĕр лаптăкĕсем уйăратпăр, газ пăрăхĕсене илсе пыратпăр, çулсем тăватпăр. Анчах тепĕр чух ялпа пачах çыхăнман çынсемех çав лаптăксене илеççĕ, унта çуртсем çĕклеççĕ, мĕншĕн тесен муниципалитетсем çакна çирĕп тĕрĕслесе тăмаççĕ. Ялсенче пурăнакансем вара тĕлпулусенче кăмăлсăрланаççĕ: çĕр уйăрнă, анчах инфратытăм валли влаçсем укçа çук теççĕ. Акă мĕншĕн ĕç-пуçа чи çÿллĕ шайра сăнаса тăмалла. Кам Мускава ĕçлеме çÿрет — вĕсем хăйсен шучĕпе газ кĕртме те, ыттине тума та пултараççĕ, — терĕ вăл. Çийĕнчен тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕ: граждансем тунă çуртсене кирлĕ пек регистрацилессине те куçран вĕçертмелле мар. Хăшĕсем çурт-йĕр çавăрнă, унта пурăнаççĕ, анчах регистрацилеменнине кура налук тÿлемеççĕ — кун пекки те пулмалла мар.

Сăмах май, 2009-2016 çулсенче республикăри ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тумалли 6 проекта пурнăçланă — 531 миллион ытла тенкĕлĕх: Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелте, Шăнкăртамра, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра, Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкра, Шупашкар районĕнчи Оппукассинче тата Пăрачкавра.

Министрсен Кабинечĕн тепĕр йышăнăвĕ те ялсен аталанăвнех пырса тивет — граждансен пуçарăвĕсене грантсемпе пулăшма федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçана валеçессине ырларĕç. Çак укçапа Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнче ачасем валли вăйă площадки, ватăсем валли рекреаци зони тăвĕç, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăра спорт площадки йĕркелĕç, Красноармейски районĕнчи Чатукассинче "Ĕмĕрсем урлă хывнă çул" проекта пурнăçлĕç, Комсомольски районĕнчи Тукайра этнокультура паркне хута ярĕç.

Хыр-чăрăш хакланать

Правительство граждансем хăйсен нушисем валли туянакан вăрман хакне ÿстерессине ырларĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов палăртнă тăрăх — çулçăллă çемçе йывăç хакĕ улшăнмасть, ăна халăх туянсах каймасть. Лăсăллă йывăçа вара нумай ыйтаççĕ. Çавăнпа палăрмаллах хаклатас терĕç — 75% хушăнать. Çурт-йĕр тума, юсама çыртарса илекен хырăн 1 кубометрĕн хальчченхи хакĕ, сăмахран, 356 тенкĕ пулнă, малашне вара 600 тенкĕпе танлашĕ. Çав вăхăтрах йышăнура вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене, пушара-мĕне пула шар курнисене йывăçа 50% йÿнетсе сутассине çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев кунта та асăрхаттарчĕ: "Çынсем çурт-йĕр тума тесе йÿнĕпе туянакан вăрмана усламшăн сутни пулмалла мар".

Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов хăй ертсе пыракан ведомствăн хуласемпе ялсенче хуçасăр чĕрчунсене тытассипе çыхăннă тивĕçĕ пирки сăмах илчĕ те — ЧР Пуçлăхĕ унран "пирĕн урамсенче хăçан урнă тилĕсем, хуçасăр йытăсем чупма пăрахĕç?" тесе тÿрремĕнех ыйтрĕ. Тĕп ветеринар татăклă хурав парайманнине кура ăна тиркесе те илчĕ: "Эсир пенсие кайсан-и? Татăклă вăхăта калайманни тивĕçтермест..."

Вĕрентÿре ĕçлекенсен шалăвĕн шайлашăвне çирĕплетмелли сĕнÿ те ăна кăмăлсăрлантарчĕ. Вĕрентÿ министерстви çак отрасльти учрежденисен ертÿçисен тата ĕçченĕсен уйăхри шалăвне 1-рен 7 таран шайлашупа çирĕплетме сĕнет. Михаил Васильевич тĕлĕннине пытармарĕ: "Енчен те пуçлăх шалăвĕ ахаль ĕçченĕн шалăвĕпе 1 коэффициентпа танлашать тĕк — ертÿçĕн мĕншĕн ĕçлемелле, мĕншĕн хăйĕн çине пысăк яваплăх илмелле? Вăл алă сулать те пуçлăх должноçĕнчен каять, çав укçапах ахаль ĕçчен тивĕçне пурнăçлать". Практикăра çав шайлашу вĕрентÿ сферинче паян 2,5-4 коэффициентпа танлашни çинчен калани те ăна ÿкĕте кĕртеймерĕ. Пысăкрах коэффициент çирĕпленнĕ тĕк — 1 коэффициент мĕн тума кирлĕ? Уçăмлă хурав пулманнине кура йышăну проектне тишкерессине каяраха куçарма сĕнчĕ.

Ыйтма пĕлсен...

Лару граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăн 4-мĕш тапхăрне пурнăçламалли ĕçсене тишкернипе вĕçленчĕ. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх — çак тапхăрта Чăваш Енри 8 муниципалитет территорийĕнче 3,5 пине яхăн çынна кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçармалла. Çак ĕç валли пĕтĕмпе 1,4 миллиард тенкĕ уйăраççĕ.

Пурăнмалли условисене лайăхлатмалли тĕп йыш — Шупашкар çыннисем. Çавăнпах тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков сăмах илчĕ. Нумай хваттерлĕ 5 çурт тумалла. Хальлĕхе 2 çурта кăна тума тытăннă. Вăхăт вара нумай мар — авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕçсене вĕçлесе Раççей Президенчĕн указне туллин пурнăçламалла. Çавăнпа Алексей Олегович ыйтма та именмерĕ: подрядчиксемпе çине тăрса ĕçленĕ май пулас çурт-йĕрĕн тăваткал метрĕн хакне 26,5-27 пин тенкĕ таран чакарма май килет, 60-100 миллион тенкĕ перекетленме пултарать. Çак укçана хула администрацийĕнчех хăварсан аванччĕ, унпа çурт-йĕр тумах усă курма май пулĕччĕ. "Йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ" тени тÿрре тухрĕ — Михаил Игнатьев та, Иван Моторин премьер та перекетленекен укçана хуларах хăварассипе килĕшрĕç. Ыйтма пĕлмелле кăна...

Николай КОНОВАЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.