Патăрьел районĕнчи хуçалăхсенче хĕрÿ ĕç пырать

Ял хуçалăх организацийĕсем вырмана еплерех хатĕрленнине пĕлес тĕллевпе "Хыпар" издательство çуртĕнче ĕçлекенсем çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Патăрьел тăрăхне çитсе килчĕç.

"Корма" агрофирма директорĕ Иван Владимиров пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем нумаях пулмасть хăватлă çĕнĕ комбайн туяннă. Ытти техника та хире тухма хатĕр. Сĕрмелли-çунтармалли материал та çителĕклех. Хуçалăхра вăй хуракансем вырмана хатĕр.

"Исток" агрофирмăра çак кунсенче пăрçа çулма тухнă. Александр Илюткин директор çак культурăна 30 гектартан пухса кĕртмеллине палăртрĕ. Хуçалăхра пысăк калăпăшлă тепĕр ĕç те пырать: 200 пуç ĕне вырнаçакан выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тăваççĕ. Ăна кăçал кĕркунне хута яма планлаççĕ. 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас