Пăкăянсем фельдшер яла килессе кĕтеççĕ

23 Кăрлач, 2018

Паян республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ май «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев Йĕпреç районĕнче пулчĕ. Райадминистрацин информатизаципе социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕпе Людмила Костантăпа, «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн тĕп редакторĕпе Константин Алимасовпа пĕрле Пăкăян ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.

Вĕсем пухăннă халăха Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсемпе тепĕр хутчен тĕплĕн паллаштарчĕç. Пăкăянта фельдшерпа акушер пункчĕ пур, анчах медицина ĕçченĕ çуккипе вăл хупă ларать. Çавна май ял çыннисем Çырура «Земство тухтăрĕ» программа анлăланнине, ял-салана ĕçлеме пынă фельдшерсене те 500-шер пин тенкĕпе хавхалантарассине асăннине ырласа йышăнчĕç.

Киров ял тăрăхĕнче пурăнакансене паян мĕн пăшăрхантарать-ха? ФАПра фельдшер çуккине каланисĕр пуçне тĕлпулăва пуçтарăннисем ку тăрăхра карас çыхăнăвĕ япăххине, сĕт хакĕ 14 тенкĕ таран чакнине палăртрĕç.

Йĕпреç районĕнчи тĕрлĕ ялта тĕпленнисемпе çавăн пекех Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, ЧР спорт министрĕн пĕрремеш çумĕ Эльвира Матренина, строительство министрĕн çумĕ Александр Шевлягин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Яковлев курнăçнă.

Комментари хушас