Никита АНДРЕЕВ. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

23 Кăрлач, 2018

Пăкăянсем фельдшер яла килессе кĕтеççĕ

Паян республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ май «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев Йĕпреç районĕнче пулчĕ. Райадминистрацин информатизаципе социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕпе Людмила Костантăпа, «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн тĕп редакторĕпе Константин Алимасовпа пĕрле Пăкăян ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.