Опера фестивалĕ çывхарать

9 Чÿк, 2018

Кăçал вăл чÿк уйăхĕн 21-30-мĕшĕсенче иртет. Яланхи пекех ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ йышăнĕ. Фестивале кăçал СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов çуралнăранпа — 125, Итали композиторĕ Джакомо Пуччини çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă.

— Фестиваль программине кашни çул çĕнетсе пуянлатса пыратпăр. Кăçал Итали оперисене кĕртме йышăнтăмăр. Чăваш Ене Италирен виçĕ дирижер килĕ. Вĕсем «Дон Паскуале» тата «Отелло» оперăсене ертсе пырĕç. Паллă дирижер Массимо Теста «Севильский цирюльник» оперăпа пĕрле тухĕ. Сăмах май, ку спектакле куракансем ытларах кăмăллаççĕ, ăна курма тĕрлĕ регионтан та килме палăртнă, — пĕлтерчĕ оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертÿçи Сергей Кисс. Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне чи лайăх фестивальсен йышне кĕртнĕ.

Фестиваль «Мадам Батерфляй» оперăпа уçăлĕ. Ăна Новосибирскран килнĕ Александр Лебедев режиссер лартнă. Чи-Чио-Сан партине Чăваш оперин солисчĕсем Елена Соколовăпа Татьяна Тойбахтина юрлаççĕ. Режиссер каланă тăрăх — театр труппи ĕçе хатĕр, пултаруллă солистсем нумай. «Артистсем юрлама кăна мар, выляма та пултараççĕ», — терĕ хăна. Александр Лебедев Шупашкар театрĕшĕн çĕнĕ çын мар. 1995 çулта вăл чăваш сцени çинче «Травиатăна» лартнă. Çак тапхăрта театр та, хула та самай улшăннине палăртрĕ вăл. «Мадам Батерфляй» спектакльти ташăсене Мускавран килнĕ балетмейстер Василий Лукьяненко лартнă. Вăл каланă тăрăх — оперăна балет ташшисене кĕртни спектакле пуянлатать. «Чăваш театрĕнче лайăх артистсем ĕçлеççĕ. Эп каланине ăнланаççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме кăмăллă»,— терĕ çамрăк балетмейстер.

Йĕркелÿçĕсем бассен концерчĕ те куракан кăмăлне каясса шанаççĕ. Проект авторĕ Дмитрий Сибирцев /Мускав/ программăна классикăсăр пуçне, М. Михайлов репертуарĕнчи халăх юррисене кĕртнĕ. Концерта Мускаври тĕрлĕ театрта ĕçлекен юрăçсем хăйсен хитре сассисемпе илем кÿрĕç.

Фестиваль яланхи пекех гала-концертпа вĕçленĕ. Унта та сумлă артистсем хутшăнĕç, «Дирижерсен парачĕ» те çынсене тĕлĕнтерĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас