- Чăвашла верси
- Русская версия
“Калăр мана, калăр: пур-и юрату?”
"ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ" ятăн паллине халăхра ят-сум çĕнсе илнĕ артистăн кăкăрĕ çине çакнă май республика Президенчĕ пÿлĕмре ларакансем еннелле çаврăннă та: "Манпа килĕшетĕр пуль: Сергей ПАВЛОВ - хăй тĕллĕн аталаннă талант", - тесе ыйтуллăн тинкернĕ. Патшалăхăн сумлă наградисене илме тивĕçнисем хĕрÿллĕн алă çупнă. Чăваш халăхĕн юратăвне сумлă ĕçĕпе тивĕçнĕ Сергей Павлов çав çулхине 33 çул кăна тултарнă. Кăçалхи мартăн 31-мĕшĕнче вара паллă артист хăйне хисеплекен кураканĕсемпе пĕрле 50 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Маншăн яланах 17-ри пек туйăнакан Сергей Павлов "Чуна уçса калаçар" рубрика тĕпелĕнче хальччен никама каласа паман самантсемпе пайлашма килĕшни чуна пыл сĕрнĕ евĕрех туйăнчĕ.
- Сергей, халăхăн таса юратăвне çĕнсе илес тесен тÿпере ялтăртатакан хăш çăлтăрĕ айĕнче çуралмалла?
- Чăваш çак çĕр çинчи хăйĕн шăпи çинчен шухăшлăн юрлать: "Çăлтăр витĕр эпир утас çул курнать". Çăлтăрне эпир мар, ăраскалĕ хăй пирĕн валли малтанах суйлать. Пурнăç уйĕпе малалла талпăннăçемĕн вара утакан çула ытларах та ытларах çутатса пулăшса пырать.
- Сан ятна чыслакан тăван халăха еплерех хак парăн?
- Пирĕн халăх ăслă. Тепĕр чухне эпир, пултарулăх çыннисем: "Халăх курмасть, сисмест, туймасть", - тесе шухăшлатпăр. Çук, халăха улталаймăн. Вăл веçех курать, асăрхать... çийĕнчех асăрхаттарать. Çын çын урлă хăйĕн шухăшне сан патна илсе çитерсе чуна витерет. Хăшĕ-пĕри халăха хывăхпа тăрантарасшăн. Ун пеккисенчен халăх писет. Куракан та, итлекен те сцена çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартакана сăнпа хитрине мар, чунпа пуяннине, чăнласах та пултаруллине килĕштерсе йышăнать. Халăх талантлă çынра пур шалти асамлă вăй-хăват та хăй ытамне илет. Халăха паракан чун вут-хĕмĕ каялла юратупа таврăнать, артистпа халăх пĕр çыхă пулса тăраççĕ. Çулсем иртнĕçем çак çыхăну çирĕпленсе пырать.
- Темиçе çул каялла Олег Кăйкăр юрăçпа сана куракансем мĕншĕн килĕштерни пирки тавлашрăмăр. Эпĕ юрăри шухăшсен тарăнлăхĕпе хăйне евĕр кĕвви пирки пусарсах каларăм, вăл вара санăн çутçанталăк панă сассунта ясарлăх туйăмĕллĕ тембр, урăх юрăçсен çук хăйне евĕрлĕ мантра пуррине çирĕплетрĕ. Ÿркенмесĕрех словаре пăхрăм. Мантра - çыннăн ăс-тăнĕпе кăмăл-туйăмне витĕм кÿрекен темиçе сасăран тăракан хăйне евĕрлĕ сасă пуххи иккен. Малалла вулас...
Комментари хушас