- Чăвашла верси
- Русская версия
Хуммана тытса та хĕненĕ, юпа çумне те çыхса хунă
«Çÿллĕ те илемлĕ, кăтра çÿçлĕ çынччĕ Çемен пичче. Тумланасса та питĕ ятуллă тумланатчĕ. Пушмакĕ ялан çап-çутăччĕ. Хăй ăслăччĕ. Питĕ тăнлă пулнăран шкулта та ăна пĕр класс аслăраххисемпе йышăннă», - пиччĕшне аса илсе çырнă Хумма Çеменĕн йăмăкĕ Полина Фомина пурăннă чухне. Турă панă кун-çулĕн кĕске вăхăтĕнче те эпир шкулта вăтам классенченех паллашнă повеç-калавăн авторĕ чăваш литературине чылай хайлавпа пуянлатнă. Нумаях пулмасть çыравçă ялĕнче хăнара пулнă май паянхи статьяна ăна халаллатăп.
Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче 1903 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Семен Фомин кун çути курнă. «Ача чухнехи», «Штрум», «Станцăра» тата ытти хайлав авторĕн тăван тăрăхне çитсенех куçа эрешлĕ йывăç çурт тăрăнчĕ. Ку музей иккенне пĕлсен унта кĕрсе курас тĕллевпе ăшталантăм. Çак ялти таврапĕлÿçĕ, аваллăх сĕмне паянхи кунччен упракан, несĕлсен кун-çулĕпе ватти-вĕтти таранах паллаштаракан Владимир Петров тараватлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ мĕн йÿтĕмпе чăрмантарнине пĕлсен туххăмрах пĕр пÿлĕме /пÿлĕмĕ музейра нумайччĕ/ ертсе кайрĕ. Унта Хумма Çеменне хисепленĕ кĕтес пурришĕн савăнтăм. Сăмах ăсти 1936 çултах çĕре кĕнĕ, çапах ентешĕсем ăна манмаççĕ. Семен Фомич ялтан çамрăклах тухса кайнă пирки чи ватă çын та çыравçа курнине астумасть, ун çинчен каласа кăтартакан тупăнмарĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас