Словарĕн черетлĕ томĕ пичетленнĕ

24 Раштав, 2020

«Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» ятпа тухса пыракан ăнлантару словарĕн тăваттăмĕш томĕ пичетленнĕ. Унăн авторĕсем – Г.А.Дегтярев, А.П.Долгова, Ю.Ф.Ефимов, Н.А.Плотников тата И.П.Семенова. Кăларăма филологи наукисен кандидачĕ, доцент, Г.А.Дегтярев редакциленĕ.

Словарĕн черетлĕ томне П, Р тата С сас паллисемпе пуçланакан сăмахсем кĕнĕ. Словарьти сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. Кĕнекене хатĕрлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, словарĕн тĕллевĕ – «вулакана, пĕлес текене тăван сăмах тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарасси». Авторсем ăнлантару словарьне филологсемшĕн çеç мар, тăван чĕлхене хаклакан кашни çыншăн хатĕрленине ĕнентереççĕ.

Словарь 7 томлă пулĕ.

www.hypar.ru chgign.ru сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.

Рубрика: 

Комментари

Тăватă томра пĕтĕмпе миçе сăмах? Скворцовăн "... словарĕнче" 40000 сăмаха яхăн, Ашмаринăн миçе сăмах? Çичĕ томра Ашмарин словарĕнчи сăмахсенчен ытларах пулать пуль?

2014 çулта интернет-кăларăмсенчен пĕринче çапла çырнине куртăмăр:  Планируется, что всего в семитомный словарь войдет около 100 тысяч чувашских слов, словосочетаний и выражений, которые используются в литературном языке и разговорной речи.

Комментари хушас