Хăна çурчĕ çук, анчах укçа тÿленĕ

12 Нарăс, 2020

Чăваш Енре пурăнакансем тĕрлĕ сайтра ултавçăсен серепине çакланаççĕ. Çак кунсенче Хура тинĕс хĕрринче канма шут тытнă Шупашкарти икĕ çынна шăнман пăр çине лартнă.

35-ри хĕрарăм Абхазире канас тесе хăна çурчĕн сайтĕнче телефон номерне çырса хăварнă. Вăхăт нумай та иртмен — ăна шăнкăравланă, пурăннăшăн маларах укçа тÿлеме ыйтнă. Çапла майпа хĕрарăм 22 пин тенкĕсĕр юлнă. 54-ри арçын та шар курнă. Вăл Ялтăри пĕр санаторири пÿлĕмшĕн икĕ хут укçа куçарса панă, пурĕ — 44 пин тенкĕ. Кайран ку санаторий çуккине пĕлнĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. S-motor.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас