Арçынсенчен юлмаççĕ
Кире пуканӗ йӑтассипе "Хыпар" хаҫат парнисемшӗн иртекен пӗтӗм Раҫҫей 36-мӗш турнирне хӗрсемпе хӗрарӑмсем те хастар хутшӑнчӗҫ.
Тимӗр вӑййи этемлӗх черчен ҫурри валли мар тенине хирӗҫлесе пӗри те тепри помост ҫинче лайӑх кӑтартусем пурнӑҫларӗ. Акӑ Алевтина Евграфова (Канаш хули) 16 килограмлӑ кире пуканне 173 хут ҫӗклесе хӑйӗнпе пӗр виҫе категорийӗнчисене ҫӗнтернипе кӑна ҫырлахмарӗ. 24 килограмлӑ тимӗре те йӑтрӗ, ку ушкӑнра иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Анастасия Александрова (Шупашкар хули) хӑй пӗр хушӑ тренировка ирттерменнине пӑхмасӑр 24 килограмлӑ кирене 185 хут ҫӗклесе мала тухрӗ. Пӗлтӗр хӗрарӑмсен хушшинче рекорд кӑтартнӑ пике Раҫҫей тӗрлӗ хулинче иртекен ӑмӑртусене хушӑнать. Кӑҫал Питӗрте спорт тӗнче класлӑ мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Даяна Бачина 16 ҫулта кӑна-ха. Михаил Петров тренер пулӑшса пынипе Йӗпреҫ ен хӗрӗ асӑннӑ спортра сулмаклӑ утӑмсем тӑвас шанчӑк пур. Паянхи ӑмӑртура вӑл Киров облаҫӗнчен килнӗ спортсменкӑпа ылтӑн медальшӗн хӗрӳ тупӑшрӗ, ҫӗнтерме пултарчӗ!
Джанита Щербина (Павлова), Санкт-Петербург командин спортсменки:
- Тӑван тӑрӑха (Йӗпреҫ районӗ. - Авт.), "Хыпар" турнирне яланах ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа килетӗп. Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче сахал мар маттур спортсмен ҫитӗнни савӑнтарать. Халӗ эпӗ ачасене кире пуканӗ йӑтма вӗрентсе хатӗрлетӗп. Маншӑн ҫитӗнӳсем - вӗсемшӗн кӑтартуллӑ тӗслӗх. Мӑшӑрпа иксӗмӗр те ҫак спорта суйласа илнӗшӗн пачах ӳкӗнместпӗр. Вӑл пирӗн чун киленӗҫӗ те, пурнӑҫ йӗрки те.
Комментари хушас