Чӑваш Ен Ашшӗсен канашӗн ырӑ тӗслӗхне Раҫҫейӗпех сарасшӑн
Паян пирӗн республикӑна Раҫҫей Президенчӗн Ачасен прависемпе ӗҫлекен Уполномоченнӑйӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн Председателӗ Андрей Коченов килсе ҫитрӗ.
Визит тӗллевӗ - Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн пуҫаруллӑ ӗҫ-хӗлӗпе паллашасси, хӑш-пӗр муниципалитет пурнӑҫа кӗртекен проектсене федераци анлӑшӗнче сарасси.
Чӑваш Республикин Ачасем прависемпе ӗҫлекен Уполномоченнӑйӗпе Елена Сапаркинӑпа пӗрле сумлӑ хӑна Шупашкарти 40-мӗш, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулсене, спутник хулари 45-мӗш ача садне ҫитсе вӗсен ҫумӗнчи Ашшӗсен канашӗн ӗҫӗпе паллашрӗ.
Комментари хушас