Нумай ачаллисене дача валли çĕр памĕç

14 Чÿк, 2018

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тавлаштармарĕ.

Юстици министрĕ Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, хальччен çемьесене дача, çурт строительстви валли лаптăксем панă. Анчах федерацин çĕнĕ саккунĕ «дача» ăнлава пăрахăçлать — сад е пахча валли çĕр лаптăкĕсем парĕç. Республика саккунне «çĕнетесси» çакăнпа çыхăннă. Сад валли ялсен территорийĕнчи çĕрсене парĕç, пахча валли ял хуçалăх çĕрĕсене те пама юрать — тĕллевне çынсем хăйсем палăртĕç. Кам «дача валли» тесе ĕлкĕрнĕ — вĕсем «сад валли» лаптăклă пулĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас