Иван Яковлевăн «Аслă çул çине» кĕнеки пичетленнĕ
Ыран, чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 150 çул тултарĕ. Çавăн умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче Иван Яковлевăн «Аслă çул çине» асаилĕвĕ пичетленсе тухнă.
«Вырăсларан чăвашла ăна Владимир Степанов куçарнă, ÿнерçи – Светлана Бритвина, тиражĕ – 1000 экземпляр. Вăл – Иван Яковлевăн асаилÿсен иккĕмĕш кĕнеки. Пĕрремĕшĕ – «Çитĕннĕ вăхăт» – 2010 çулта пичетленнĕ, ăна Геннадий Юмарт куçарнă.
«Аслă çул çине» аса илÿсенче Иван Яковлев университетра вĕреннĕ тапхăр пирки, Николай Ильминскийпе паллашни çинчен, Николай Иванович Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнă чух епле пулăшни пирки каласа парать. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирки те тĕплĕ каланă кĕнекере. Çак шкулта, Яковлев палăртнă тăрăх, «...хăнасене хапăл туни, çынна пулăшма хатĕрри, çывăх çынсене хÿтĕлени тĕп вырăнта пымалла... «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пултаруллă ачисене Англири Кембридж тата Оксфорд университечĕсене вĕренме ярасшăнччĕ эпĕ...», - ĕмĕтленнĕ Иван Яковлев. Çак ĕмĕт те, тепĕр палăртса хунă пысăк проект та, шел пулин те, пурнăçа кĕреймен. Çакăн пирки тĕплĕнрех «Манăн ĕмĕтсем» сыпăкра вулама пулать», - пĕлтерчĕ «Хыпар» издательство çуртне Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова.
Комментари хушас