«Сивлекен те, мухтакан та пур»
— Çынсене култарасси, савăнăç кÿресси — манăн пурнăçри тĕп тивĕç. Хамăн телее, вĕçĕ-хĕррисĕр энергие ыттисемпе пайламалла, вара эпĕ тата савăнăçлăрах пулăп, — тет Канаш районĕнчи Вăтапуç каччи Александр Яшков.
Унăн ĕçĕ-хĕлĕ интернетпа çыхăннă. Сайтсене аталантарма ăста вăл. Интернет вăрттăнлăхĕсене ăса хывма кашни кунах вĕренет. Анчах вăл темех мар-ха — каччăн Инстаграмри страници çынна ытларах та ытларах илĕртет. Унăн хаваслă сăн ÿкерчĕкĕсене, видеовĕсене кунсерен пин-пин çын пăхать. «Тавтапуç лайăх кăмăл парнеленĕшĕн», — тесе çыракан та нумай. Блогер пуласси мĕнрен пуçланнă-ха?
— Икĕ çул каялла эпир юлташсемпе вахта мелĕпе ĕçлеме кайрăмăр, — аса илчĕ Саша. — Пĕррехинче селфи туса Инстаграма лартрăм, сăн ÿкерчĕк айне: «Пуян пулма вĕрентекен тренинга каятпăр», — тесе çыртăм. Шÿтлерĕм кăна ĕнтĕ. Мускавра пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн Инстаграмри историе малалла тăсас терĕм. Видео ÿкерсе вырнаçтартăм та ун айне: «Пĕрремĕш тренинг аванах иртрĕ», — терĕм. Çапла хамăн страницăра кашни кун мĕн те пулин каласа параттăм. Ахаль те ĕçлетпĕр-çке, çынсем вара эпир тренингра тесе шухăшлаччăр.
Малтанах ăнăçлă видео шыраса вун-вун хутчен ÿкерме тивнĕ: е вăтанни, е ытти сăлтав чăрмантарнă. Унтан çакă чун киленĕçне çаврăнсан Саша хăйĕн валли хушма ят шырама пуçланă. Халĕ ĕçĕсен айне вăл ˇ Сверхлидер хэштег вырнаçтарать.
Сашăн страницине кĕрекенсен йышĕ пĕлтĕр уйрăмах ÿснĕ.
— Канашра Алексей Московский концерт лартассине пĕлсен унта васкарăм. Ăна та, Андрей Думилина та ун чухне пĕрремĕш хут куртăм. «Эс хирти сар чечек» юрра артистпа пĕрле шăрантартăм, кайран унпа видео та ÿкертĕм, Инстаграма ăна «Чăваш эстрадине çĕклер» сăмахсемпе вырнаçтартăм. Çавăн хыççăн манăн страницăна çырăнакансен йышĕ ÿсрĕ, — савăнăçне пайларĕ каччă.
Концерта е ытти мероприятие тăтăш çÿренĕрен унăн ĕçĕсем пуянлансах пыраççĕ. Чылайăшĕ Саша ташланине курма кăмăллать.
Халăха мĕнпе тĕлĕнтермелли пирки тăтăшах пуç ватать вăл. Кашнинче мĕн те пулин шухăшласа кăларатех. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне, сăмахран, труççи вĕççĕн, мăйран галстук çыхса, алла чечек çыххи тытса çунашкапа ярăннине ÿкерттернĕ. Сивĕ те мар-ши? Çук иккен! Саша кашни кун юр ªшел, халĕ вăл сахаллансах пыратьº ăшне чăмать-çке. Ирсерен кил хушшине тухса сивĕ шывпа чÿхенет.
— Эпĕ çут çанталăка юрататăп, çавăнпа сивĕ хĕле те çăмăллăнах тÿссе ирттеретĕп, — терĕ кăмăллăн.
«Ăçта шикленÿ — унта вăй», — тенине ĕненекенскер тĕллев лартсан нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнмасть. Акă пĕлтĕр парашютпа сикнине те видео ÿкерттернĕ.
Унăн посчĕсене сăнакансен хушшинче ытлашши хăюллă пулнине сивлекен те пур. Вĕсен сăмахне чĕре патне илмест каччă, малалла аталанма тăрăшать. Унăн шухăшĕпе, чун ыйтнине пурнăçламаллах. «Сирĕн постсене курсан кулянни те манăçать», — тенине вуласан хавхаланăвĕ татах та ÿсет. Малалла вулас...
Комментари хушас