«Сцена çине уçă тумпа тухни сăпайсăррине пĕлтермест»

15 Пуш, 2018

Чăваш эстрадин тĕнчинче хăй сукмакне тупнă Ирина ШИНЖАЕВА юрăçа хăйне сцена çинче чăрсăр тытнишĕн, шалти туйăмĕсене пытарманнишĕн, уçă кĕпесем тăхăнма именменнишĕн кăмăллатăп. Ку, манăн шухăшпа, — пысăк хăюлăх. Ирина паянхи чăваш эстрадин секс символĕ пулса тăчĕ. Пĕрисем ăна куншăн ырлаççĕ, теприсем хурлаççĕ. Ирина вара хăйĕн çулĕпе малаллах утать. Унăн кун-çулĕпе, шухăш-кăмăлĕпе çывăхрах паллашар-ха.

Ирина, интернетри соцсетьре сăн ÿкерчĕкÿсене час- часах пăхатăп. Вĕсене профессионал фотограф ÿкерни сисĕнет. Кашнинчех питĕ хÿхĕм курăнатăн.
— Темиçе çул каялла Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче манăн хамăн фотостуди пурччĕ. Пултаруллă фотографсене пĕлĕшсем урлă тупрăм. Клиентсене илĕртес тĕллевпе малтан хам ÿкерĕнсе портфолио турăм, интернетра кăлартăм. Çапла фотомодель пулса тăтăм. Студире сăн ÿкерĕнмелли 8 вырăнччĕ. Пĕр тĕлте шыва кĕмелли ванна ларатчĕ. Тахçанах кĕл чечек çеçкисемлĕ кăпăклă шывра сăн ÿкерĕнес килетчĕ, тинех хамăн ĕмĕтĕме пурнăçларăм. Çавăн пекех студире тимĕр читлĕх те пурччĕ. Хама тыткăнри кайăк пек туяс килни те çак сăн ÿкерчĕке тума хистерĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара нью-лук стильпе /романтикăллă, элегантлă сăнар/ сăн ÿкерчĕксем тăвас шухăш чуна иленчĕ. Çарамас ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксене савнипе çеç пăхатпăр. Пĕррехинче студие çамрăк хĕрарăм хĕрĕпе пырса кĕчĕ. Хĕрĕ балерина пулма ĕмĕтленет иккен. Манăн та балерина тумĕпе фото çапăнас килчĕ. Вăтанмасăрах çак тума хĕрарăмран ыйтрăм. Шел, фотостуди тытма питĕ хаклă пулнипе ăна хупрăм.
Хитре сăн-питлĕ, илĕртÿллĕ те яштака пÿ-силлĕ хĕрсем модель пулса ĕçлеççĕ. Тен, санăн та çак енĕпе каймалла пулнă?
— Çамрăкрах чухне мана пĕрре мар тĕрлĕ фотостудие модель пулса сăн ÿкерĕнме чĕнетчĕç. Анчах та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, халь ку мана пачах кăсăклантармасть.
Чăваш эстрадинче çирĕп тăнинче аçун Иван Шинжаевăн витĕмĕ пурах-тăр.
— Çапла, атте Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялĕнче кун çути курнă. Чылай çул каялла ПАИ инспекторĕнче ĕçленĕ чухнех юрлама пуçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан атте пурнăçне эстрадăпа çыхăнтарчĕ. Хăй ашшĕнчен тĕслĕх илчĕ пулмалла. Асатте шкулта истори вĕрентетчĕ. Музыкăна юратнипе ял çыннисенчен хор йĕркеленĕччĕ. Аттене çут çанталăк тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕ хĕрарăмăнни пек сасă панă. Вăл ĕлĕкхи халăх юррисене паянхи чăваш эстрадин стилĕпе пуянлатрĕ. Унăн репертуарĕнче — 123 юрă. Аттен пултарулăхне кура манăн та сцена çине тухас туйăм тĕвĕленчĕ. Вăл çулсенче эпĕ шкулта вăтам класра вĕренеттĕм. Анчах атте ман шухăша пĕлсен тÿрех хирĕçлерĕ, эпĕ пултарасса ĕненмерĕ. Эпĕ ун чухне уроксем хыççăн, канмалли кунсенче аттене пулăшаттăм, вăл тытса тăракан лавккара сутуçăра ĕçлеттĕм. Тăрăшсах укçа пухрăм. Роза Беляева кĕвĕлесе çырнă «Сар ача» юрра суйларăм та аттерен вăрттăн студие кайрăм. Ăна хатĕр юрра итлеттертĕм. Малтанласа ăна эпĕ юрланине ăнланмарĕ вăл. Тĕлĕнчĕ, ун-тан хĕпĕртерĕ. Çак самантран маншăн юрă тĕнчин алăкĕ уçăлчĕ.
Пултарулăхна аталантарса тем чухлех юрă пухайрăн ав.
— Юлашки çулсенче ытларах аттен юррисене шăрантаратăп. Малтанхи юрăсене питĕ хăвăрт çыртăм. Вĕсен чăн хакне сцена çинче юрланă чух çеç ăнкарса илтĕм.
Сцена çинче уçă кĕпе тăхăнса тухма, илемлĕ кĕлеткÿне кăтартма вăтанмастăн-и?
— Эпĕ хитре пурнăçа юрататăп. Ман тавра яланах таса та çутă çут çанталăк, илемлĕ çынсем, чăнкă машинăсем, модăна пăхăнса тумланнă хÿхĕм те капăр хĕрарăмсем пулччăр. Çамрăк ÿт-пÿ таса, черченкĕ, пиçĕ пулнă чухне мĕншĕн ăна пытармалла? Май пур таран çак самантпа усă курмалла. Вăхăт иртсен илеме тавăраймăн. Тĕрĕссипе, чи малтан эпĕ чунăма çырлахтарас, сцена çинче хама çакăн пек курас килнишĕн уçă тăхăнатăп. Кун пек тумланни манăн шалти тĕнче сăпайсăр тенине пачах та пĕлтермест. 60 çулта çакăн пек сцена çине тухаймăн. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. Паллах, чылайăшĕ мана сивленине, начар енчен хакланине аван пĕлетĕп. Пĕрре пурăнатпăр: мĕншĕн-ха çын сăмахĕ хыççăн каймалла, ыттисем пек пулмалла? Ăнланмастăп çакна! Чи пĕлтерĕшли — ман хăтланусенче килпетсĕрлĕх çук!
Самана пĕр вырăнта тăмасть. Паян сцена çине тухакан çамрăк хĕрсем те санран тĕслĕх илсе, те тĕнче моди хыççăн кайса халăх умне уçă кĕпепе тухаççĕ. Эсĕ ку пулăма еплерех хаклатăн?
— Эпĕ çак хĕрсен çамрăклăхĕпе, хевтелĕхĕпе, ĕлккенлĕхĕпе киленетĕп. Сăмахран, уçă тумлă ташăçăсене никам та тиркесе сăнамасть вĕт! Тепĕр тесен, Африкăри хăш- пĕр йăх хĕр-хĕрарăмĕсем урамра кăкăр çаккисĕрех çÿреççĕ, Индире вара çара пилĕке кăтартасси йĕркеллĕ пулăм шутланать.
Кулленхи пурнăçра еплерех тум тăхăнма кăмăллатăн?
— Çанталăка кура, сăпайлă та тăхăнатăп. Анчах ку пĕтĕмпех чунра мĕнлерех туйăмсем хуçаланнинчен килет.
Эсĕ Кÿкеçре çуралса ÿснĕ. Вырăс шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Профессионал юрист дипломне алла тытнă. Чăвашла илемлĕ калаçма ăçта вĕрентĕн?
— Хĕрлĕ Чутайри Туканаш ялĕнчи кукамай килĕнче. Аттепе анне — пĕр ялтан. Кÿршĕ урамра ÿснĕ. Пĕчĕк чухне мана каникулсенче яла леçетчĕç. Мĕн ачаран çĕр ĕçĕн чăн хакне пĕлсе çитĕнтĕм. Кукамайпа вăрмана кăмпа, çырла татма, утă пуçтарма çÿренĕ, кукаçипе кĕтÿ кĕтнĕ. Кукаçи мана шутсăр вăйлă юрататчĕ. Эпĕ хăнана килнĕ çĕре канфет илсе хуратчĕ. Пĕррехинче ялти лавккара вырăсла калаçса кукамая пепси-кола туянма ыйтрăм. «Мĕн психолĕ кирлĕ тата сана, кала чăвашла!» — тарăхса сасă хăпартрĕ кукамай. Эпĕ тÿрех: «Кукамай, тархасшăн, мана лимонад илсе пар-ха», — тесе тÿрлетрĕм. Çав самантран чĕлхе уçăлчĕ. Ара, урамра ял ачисемпе вылянă чух чăваш сăмахĕсене чылай илтнĕ, анчах калайман.
Ача чухне те питĕ хитре тăхăнтартнă пуль-ха сана.
— Мана тум енчен иртĕхтермен. Тен, çавăнпах «шопоголика» çаврăнтăм, паян шкап тулли япала, ниçта чикме çук. Кукамайпа асанне мана хĕрача тумне çеç тăхăнтартнă. Шăлавар тăхăнасси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Тантăшăмсем джинс шăлаварпа çÿретчĕç, манăн та вĕсем пек пулас килетчĕ. Темле ыйтсан та туянса памарĕç вĕт! Ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм-кĕртрĕмех. Шкулта вĕреннĕ чухнех хам ĕçлесе илнĕ укçапа шăлавар туянтăм.
Эсĕ çул çÿреме юратнине пĕлетĕп. Мĕн ку саншăн: ирĕклĕхе туйни-и е?..
— Эпĕ Египетра, Индире, Турцире, Таиландра пулса куртăм. Çак çĕршывсенче эпĕ юратакан икĕ вырăн пур. Унта çине-çинех таврăнма юрататăп. Сăмахран, Индире кăмăл- сипетпе чунлăх енĕпе аталанатăп. Тадж Махал мăнаçлăхĕпе килентĕм, туристсемпе пĕрле Ганга юхан шывĕнчен инçе мар вырнаçнă пĕр ялта пурăнтăм. Ик эрне кашни 12-25 çухрăм таран вĕтĕ чуллă çулпа çара уран утаттăмăр. Урасем юнланса тусанпа вараланатчĕç. Хытă ывăннипе ура ураран иртми пулатчĕ. Çавăн пек самантсенче пурнăçа вăйă пек йышăнмаллине ăнланса илтĕм. Мĕн пур йывăрлăха çăмăллăн чăтса ирттермелле. Кашни сăмаха чĕре патне илмелле мар. Май пур таран пурне те каçармалла, юратмалла. Пурнăç пĕрре килет, çавăнпа та ăна ансатлатма тăрăшмалла. Индире ирхи 6 сехетсенче тăрса экскурсие тухса кайнă пулсан Египетра вара кăнтăрлачченех хăна çуртĕнче тутлă тĕлĕксем курма пулать. Унта каçсерен — шавлă дискотека, кăнтăрла тăрă шыв хăй ытамне илеççĕ.
— Юрату пурнăçунта еплерех вырăн йышăнать-ши?
— Эпĕ пĕчĕкрен кĕнекесем вула-вула хамри юратăва тепĕр çынна халалламалла тесе шухăшлаттăм. Халĕ вара чи малтан хама юратмаллине ăнлантăм. Хама мĕнле пур çапла йышăнмасан теприне епле юратайăп-ха? Хама юратма вĕренсе çитейсен çеç ачаш туйăма тепринпе пайлайăп. Кашни кун ирсерен вăрансан çепĕççĕн хама ырă ир сунатăп. Тĕкĕр умне пырса тăрса хама витлесе пите пĕркелетĕп. Турăран ырлăхпа лăпкăлăх ыйтатăп, кун аван ирттĕр тесе кĕлĕ тăватăп. Унтан тепĕр хут тĕкĕре пăхса кăмăл туллин йăл кулатăп, кофе ĕçнĕ хыççăн ĕçе васкатăп.
— Тĕлĕнмелле, эсĕ пĕрре те ÿт хушмастăн, яланах яштака, çинçе пилĕклĕ...
— Тăтăшах бассейна çÿретĕп, пĕр сехет ытла чарăнми ишетĕп, канмалли кунсенче мăшăрăмпа пĕрле 10 çухрăмран кая мар çуран утатпăр, Çĕнĕ Шупашкарти парка уçăлма каятпăр. Çапах та хĕллесерен ÿт хушăнатех. Ал-ура шăнасран кĕлеткем çу пухасшăн пулмалла. /Кулать./ Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.