Потребитель кооперативĕсен пуласлăхĕ пур-и?
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ял хуçалăхĕнчи потребительсен 97 кооперативĕ ЯХПК шутланнă. Пуринчен ытларах Патăрьелсен — 11 пурте ĕçлеççĕ , Вăрмарсен — 8, Йĕпреçсен, Çĕрпÿсен, Етĕрнесен — 7-шер, Муркашсен — 6, ытти районăн — 4-шар таран.
Пĕтĕм йышран АПКна кирлĕ материалсемпе тивĕçтерекенни, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма пулăшаканни — 34%, ăна тирпейлекенни — 15,5%, кредит параканни — 29,9%, пулăшу ĕçĕсем тăваканни 20% яхăн.
Кăçал район-хула муниципалитечĕсен умне 25-рен сахал мар ЯХПК туса хума тĕллев лартнă. Вĕсем хушăнас шанăç пур. Пĕлтĕр 7 /Комсомольски, Красноармейски, Муркаш — 1-ер, Тăвай, Шупашкар хули — 2-шер/, кăçалхи 6 уйăхра 4 /Патăрьел, Тăвай, Канашпа Шупашкар хулисем/ регистрациленĕ.
Республикăра 2004 çулта — 23 ЯХПК, 2009 çулта 264 шутланнă, вĕсен йышĕ кăçалчченех хăвăрт чакнă. Халăхран сĕт, аш, пахча çимĕç, тырă пухаççĕ, вĕсене вырнаçтараççĕ, тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, çынсене транспортпа тивĕçтереççĕ. Çав вăхăтрах чылайăшĕ аталанса каяйман-ха. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Хăшĕ-пĕри ял çыннисем кооператива кĕрсе укçа хывманнипе, ыттипе ăнлантарать.
«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра ЯХПК миçе туни çинчен Раççей Президенчĕ умĕнче кашни кварталта отчет тăвать, — пĕлтерчĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. — Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура регионсенче ЯХПКсем йĕркелеме ыйтрĕ. Мĕн чухлĕ туса хумалли пирки кашни субъекта пĕлтернĕ. Хушнă ĕçе пĕтерме памĕç». ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура кăçал кашни районта 1-рен кая мар никĕслеме хушнă.
Пирĕн ЯХПКсен шучĕ самаях. Çапах та çителĕклĕ теме çук. Налук органĕнче шута илтермесĕрех ĕçлекенни вун-вун. Саккуна пăхăнмасăр производство йĕркеленĕшĕн вĕсене административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ.
Ялсенче ЯХПКсен ĕç-хĕлне пур енĕпе те çÿллĕ шайра йĕркелени пуриншĕн те лайăх. Анчах вĕсем пухакан продукци пахалăхĕ чылай чухне стандарта тивĕçтерменшĕн сĕт завочĕсем ÿпкелеççĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕрер ĕне усракан чылай кил хуçалăхĕ куллен 20 литр сĕт сутнине палăртнă. «Питĕ тулăх çитерсен çеç ун чухлĕ парать. Сĕт витрине типĕтнĕ сĕт, крахмал патоки е выльăх çăвĕ чăмтарса пăтратаççĕ те продукци пухакансене кайса параççĕ», — теççĕ пĕлекенсем. Ун пеккине пăхса ветспециалистсем те тÿрех палăртаймаççĕ, лабораторире тĕрĕслесе çеç пĕлеççĕ.
ПАИ тепĕр чухне кил хуçалăхĕсенчен цистернăпа сĕт пухнисене тытса чарать те — предприниматель, фермер е ЯХПК пулнине çирĕплетекен документ, ветслужба завода продукци турттарса кайма панă справка кăтартаймасть. Цистернăна уçса пăхма ыйтсан: «Мана ухтарма кам ирĕк панă сире?» — тесе пăхтармасть. Çакăн пек тĕслĕхсене те шута илнĕ. Кĕскен: налук куçармасăр сĕт пуçтаракан йышлă. Вĕсем республика, район хыснине пуянлатма пулăшмаççĕ.
— Патшалăх ЯХПКсене те тĕревлеме тытăнчĕ, — пĕлтерчĕ С.Артамонов вице-премьер. — Вĕсен тăкакĕн 60% — патшалăх грант парса, 40% кооператив членĕсем саплаштараççĕ. Бизнес проекчĕпе килĕшÿллĕн чи нумай 70 млн тенкĕ ĕçе кĕртме пултараççĕ. Çак укçана 5 çул хушшинче тавăрмалла. ЯХПК членĕ 10 çынран сахал мар пулмалла. Продукцин 50% ЯХПК членĕсенчен туянмалла. Условисем питех çирĕп мар пулин те программăна лекессишĕн питех тăрăшмаççĕ.
Кăçал кооперативсене субсиди уйăрма республика бюджетĕнче 24 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсене регистрацилесен 12 уйăхранах субсиди илмешкĕн конкурса хутшăнма пултараççĕ. Хăш ЯХПКсене парассине палăртма кăçал темиçе конкурс ирттерчĕç. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче комисси Комсомольски районĕнчи «АгроМол» кооператива 14,283 млн тенкĕлĕх грант пама йышăннă. «Экопродукт местный» ЯХПК кирлĕ документсем пухса парайман. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче йĕркеленине пĕр ЯХПК çеç хутшăннă, çавăнпа конкурс иртмен. Авăн уйăхĕнче каллех конкурс ирттересси çинчен пĕлтерчĕç. Конкурссем ирттерсе хаклă вăхăт пĕтет. Кооперативсене хутшăнма муниципалитет органĕсен пулăшмалла. Çĕнтерÿçĕсем грантпа строительство пуçлама, техника, продукци тирпейлемелли оборудовани туянма пултараççĕ.
Вун сакăр уйăхра вĕсене вырнаçтарса производство пуçласа яма, грант илнĕ хыççăн тепĕр уйăхранах, тупăш илме тытăнмасăрах ĕç вырăнĕсем йĕркелеме ыйтаççĕ. Аталанма вăхăт сахал параççĕ. Икĕ çул памаллах. Шалу тÿлеме, тупăш илме пуçламасăрах çынсене ĕçе илме хистени тĕрĕсех мар-тăр. Кăçал грант илекен ЯХПКсен 80 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Вĕсене шăпах çак йывăрлăх кĕтет.
Патшалăх пулăшу ĕçĕсем тăвакан, кредит паракан кооперативсене грантпа савăнтармасть, ăна продукци вырнаçтарса параканнисем, тирпейлекеннисем, материалсемпе тивĕçтерекеннисем çеç илме пултараççĕ.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлесе курнисем коопераци мĕнне лайăх пĕлеççĕ. Тĕрĕссипе, райпо çеç мар, колхоз та — коопераци тытăмĕ. ЯХПКн лайăх енĕ пайтах. Хальхи вăхăтра ял çыннисем пахча çимĕç, сĕт, выльăх, пыл, ытти продукци пухса çÿрекенсене хуласенчи пасар хакĕнчен чылай йÿнĕрех парса яраççĕ. Вĕсем ЯХПКсене пĕрлешсе, хуласенчи, райцентрсенчи общество апатланăвне, вĕрентÿпе социаллă хÿтлĕх учрежденийĕсемпе килĕшÿ туса вырнаçтарсан вăл самай хаклăрах сутăнать. Продукци çынсене усă пама тытăнсан ытларах туса илме, пĕри тепринчен нумайрах сутассишĕн тăрăшма тытăнĕç. Вĕсен хушшинче конкуренци вăйланнине кура кооперативсем ял хуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ĕç — продукци туса илесси, ăна упрасси, тирпейлеме хатĕрлесси, тирпейлесси, сортласси, выльăх е кайăк- кĕшĕк пусасси, сĕт сивĕтесси т. ыт. те — ытларах суйласа илĕç.
2009 çултанпа республикăри ЯХПКсен йышĕ 2,7 хут чакни экономика условийĕсем вĕсене аталанма май паманнине çирĕплетет. Мĕн тумалла? Ахăртнех, патшалăх пулăшăвĕсĕр укçа çаврăнăшне пысăклатаймĕç, çĕнĕ производство объекчĕсем ытларах тăваймĕç, ĕç вырăнĕсем нумайрах йĕркелеймĕç. Хальхи вăхăтра ЯХПКсене уйăракан субсиди калăпăшĕ пысăк маррине пурте ăнланатпăр. Калăпăр, кăçалхи 24 млн тенкĕпе малалла нумай каяймăпăр. Патшалăх хальччен ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене нумай çул субсиди уйăрса, «АПК аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн кил хуçалăхĕсене пĕчĕк процентлă кредит парса вăйлах аталантарчĕ. ЯХПКсем регионта питĕ кирлине тĕпе хурса вĕсене анлăрах çул памалла. 2016 çулччен вĕсем патшалăх пулăшăвĕ илсе курман.
2012 çулта кил хуçалăхĕсенче туса илнĕ кашни литр сĕт пуçне республика хыснинчен субсиди хушса тÿлесе çемьесене питĕ хавхалантарчĕç. Ăна кил тата фермер хуçалăхĕсенчен продукци пухса тирпейлекен ЯХПКсене мĕншĕн памалла мар? Вĕсене тивекен грантсене те йышлатмалла. Халĕ икĕ енĕпе çеç лекет.
Паян сĕтрен юр-вар, ашран апат-çимĕç, пахча çимĕçрен консервсем тăвакан ЯХПКсене грант параççĕ. Анчах тыр-пулран выльăх апачĕ хатĕрлекенсене памаççĕ. Çавăнпа ку ĕç юлса пыма пултарать. Тĕслĕхрен, ăна фермерсен хăйсенех хатĕрлеме е хаклăрах хакпа ялсене пырса сутакансенчен туянма тивет.
Ял-йыш кооперативсене мĕншĕн кĕресшĕн мар? Пĕр-пĕрне шанмаççĕ, улталасран асăрханаççĕ, хăйсен кооперативри интересĕсене саккунсемпе усă курса хÿтĕлеме пĕлмеççĕ. ЯХПК ĕçне йĕркелеме вĕренмеççĕ. Çак енĕпе вĕсене вырăнти влаç пулăшни, хавхалантарни усса çеç каять. Малалла вулас...
Комментари хушас