Тепре тӗл пуличчен, "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем"!
Республика кунне илем кӳрекен самантсенчен пӗри - "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль. Халӑх юратӑвне ҫӗнсе илнӗскере Шупашкар ҫыннисем, хӑнисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртнӗ фестивале Раҫҫейӗн 26 регионӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Ене Китайран та сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Фестиваль ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчӗ. Паян Хӗрлӗ тӳремре "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсен" гала-концерчӗ иртрӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивале хутшӑнакансем Шупашкар урамӗсем тӑрӑх утса хӑйсен наци тумӗн илемӗпе, юрри-ташшипе халӑха тӗлӗнтереҫҫӗ. Паян тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗп хулари Наци библиотекин скверӗнчен Хӗрлӗ тӳреме ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне республика хӑнисем тӗп хулари "Лакрей вӑрманӗнче", "Шупашкар: 500 ҫул" культурӑпа кану паркӗнче,"Шупашкар" суту-илӳ ҫурчӗ, "Салют" культура керменӗ, Шупашкарти ӳнер училищи умӗнчи лапамсенче халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Хӗрлӗ тӳремре 2 кун кӗвӗ-ҫемӗ хуҫаланчӗ. Тӗрлӗ халӑх юррисем Атӑл тӑрӑх инҫе-инҫе саланчӗҫ. Тепре тӗл пуличчен, "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем"!
Комментари хушас