Ирина КОШКИНА. Автор тата cap.ru порталти сăн ÿкерчĕкĕсем.

24 Çĕртме, 2017

Тепре тӗл пуличчен, "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем"!

Республика кунне илем кӳрекен самантсенчен пӗри - "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль. Халӑх юратӑвне ҫӗнсе илнӗскере Шупашкар ҫыннисем, хӑнисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртнӗ фестивале Раҫҫейӗн 26 регионӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Ене Китайран та сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Фестиваль ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчӗ. Паян Хӗрлӗ тӳремре "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсен" гала-концерчӗ иртрӗ.