Паян Чăваш Енри медицина сестрисене професси уявĕпе саламланă

12 Çу, 2017

Медицина сестрисен кунне халалланă савăнăçлă мероприятие паян, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Шупашкарти медицина колледжĕнче ирттерчĕç. Пирĕн сывлăхшăн тăрăшакан, чирлесен шанăç парнелекен ырă пирĕштисен уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов хутшăнчĕç.

Вĕренÿ учрежденийĕн пурлăхпа техника никĕсĕпе паллашнă хыççăн вĕсем зала пухăннă хастарсене професси кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, пархатарлă ĕçĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ медицина сестрисен пысăк ушкăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата ЧР Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç. Михаил Игнатьев колледжран вĕренсе тухакан çамрăк специалистсене халăх сывлăхĕшĕн тăван хутлăхрах тăрăшмашкăн йыхравларĕ, çапла тумашкăн майсем çителĕклĕ пулнине аса илтерчĕ. "Пултарулăхăра аталантарăр, çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнăр, хăвăр ĕçĕре юратăр", - палăртрĕ Чăваш Ен ертÿçи.

  • Республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансен хушшинче медицина сестрисем — чи йышлисем: 12404 çын.

Михаил ПАВЛОВ иерей, Чăваш епархийĕн социаллă службин тата чиркÿ ыркăмăллăхĕ енĕпе ĕçлекен пайĕн председателĕ:

- Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн тытăмĕпе чиркÿ çыннисем ыркăмăллăх ĕçне пĕрле туса пыни, социаллă программăсене, çав шутра — «Çывăх çынна пулăш» проекта — пурнăçлани чăннипех сăваплă. Варнава владыка ыйтнипе паян эпĕ ыркăмăллăх сестрисене Чăваш епархийĕн Архиерей хучĕпе тата Тав çырăвĕпе чыслама пултарнишĕн чăннипех савăнатăп.

Вера ВЛАСОВА, Хулари тĕп больницăн паллиативлă пулăшу уйрăмĕн медицинăн аслă сестри:

- Йывăр чирлĕ çынсене шанăç парнелемешкĕн пĕрре те çăмăл мар, çавна май вĕсене эмелпе сипленипе пĕрлех чунĕсене ырăлăхпа тĕреклетме пĕлмелле. Пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн республика ертÿлĕхне чĕререн тав тăватăп.

Теги: 

Комментари хушас