Валентина СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН тата ЧР влаç органĕсен официаллă порталĕнчи сăн ÿкерчĕксемĕ.

12 Çу, 2017

Паян Чăваш Енри медицина сестрисене професси уявĕпе саламланă

Медицина сестрисен кунне халалланă савăнăçлă мероприятие паян, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Шупашкарти медицина колледжĕнче ирттерчĕç. Пирĕн сывлăхшăн тăрăшакан, чирлесен шанăç парнелекен ырă пирĕштисен уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов хутшăнчĕç.