Юристпа тÿлевсĕр канашламаллине телефонпа ăнлантарĕç
Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне кăçалтан социаллă хÿтлĕх службисем те кÿме пуçларĕç. Юристпа канашлас текенсене унсăр пуçне патшалăхăн ытти органĕнче малтанхиллех йышăнаççĕ. Ăçта тата кама пулăшассине пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче уçăмлатма май килĕ.
"Тÿрĕ лини" номерĕсем - 8(8352) 64-20-70 (оператор тытнă хыççăн 1921 е 1948 цифрăсене пусмалла), 62-33-53. ЧР Юстици министерствипе прокуратура йĕркеленĕ "тÿрĕ лини" ирхи 10 сехетрен 12 сехетчен ĕçлĕ.
Çынсен ыйтăвĕсене республикăн Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин пай пуçлăхĕ Валентина Николаевна Горелова тата республика прокурорĕн аслă пулăшуçи Альберт Иванович Петров хуравлĕç.
Комментари хушас