Никĕссĕр…

26 Пуш, 2018

Никĕссĕр мĕн те пулин çĕклеме пулать-и? Айван ыйту, çапла-и? Кирек мĕнле япалан та çирĕп никĕс пулмалла. /Çак ыйтăва çĕклесенех паллă фильмра Георгий Вицин лавкка çаратакан ĕçкĕç сăнарне калăплани куç умне тухать. Каçхи куршак «тăвĕнчен» чи аялтине суйласа илсе туртса кăларать те вăл, паллах, çÿлтисем йăлт персе анаççĕ/. Çĕнĕ те капăр çурт çĕклеме шухăш тытсан та чи малтан унăн никĕсне палăртмалла. Тăррине, стенисене е чÿречисене мĕн тери чаплă та селĕм хитрелетсен те, темĕн пек хаклă материал суйласа илсен те никĕсне начар хывсан çав çурт хăçан та пулин çурăлса ишĕлсе анасси куç кĕрет. Кирек епле халăхăн та никĕсĕ — тăван чĕлхе. Вырăс — вырăсла, тутар — тутарла, чăваш чăвашла калаçмасан вăл е ку халăх пулнине епле уйăрма май пур? Çапла, каллех чĕлхе ыйтăвне хускатмашкăн интернетри социаллă сетьсенчен пĕринче тĕл пулнă шухăш хистерĕ.
«Эпĕ — чăваш, — çырать пĕр хĕрарăм. — Анчах та ывăлăм тăван чĕлхене чăтма пултараймасть. Шкултан таврăнсан «кураймастăп» тесе кăшкăрать. Кунĕн-çĕрĕн иртекен концертсене çÿремешкĕн вара укçа çук». Шалт аптратăп çакăн йышши калаçусене илтсен. Тăван халăха юратма, сума сума, хисеплеме, чĕвĕлти чĕкеç чĕлхипе шăкăлтаттарса калаçма… ача-пăчамăра концертсене кăна илсе çÿремелле-шим? Пушшех те, паянхи чăваш эстрада артисчĕсем шăрантаракан юрăсене итлесен, каçарăр та, хăлха пĕрĕнсех ларать — чĕлхе саккунĕсене пăснăран, сăмахсемпе тĕрĕс мар усă курнăран. Нумайăшĕ, те укçи-тенки çитсе пыманнипе, ара, сцена çине тухма нухрат сахал кирлĕ мар, пиçнĕ-пиçмен юрă сĕнет куракана. Çавăнпа та, ачана тăван чĕлхе илемне курма, унăн сĕтекне туйма вĕрентес тесен, пачах тепĕр май, вăл концертсенчен çаврăнса пăхмасăр тармалла. Театра илсе çÿрени вырăнлăрах тен. Унта билет хакĕ те йÿнĕрех. Шăпăрланпа пĕрле чăваш халăх юмахĕсене вуласан, чăваш классикĕсене тепĕр хут тишкерсен темĕн чухлĕ усăллăрах пулмалла. Анчах та çакăнтан та нимĕн усси те пулмĕ — ачана амăшĕн чĕлхине мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ÿстермен пулсан. Тăван сăмах амăшĕн кăкăр сĕчĕпе куçман пулсан. Хайхи хĕрарăма итлесен, пĕр шухăшласан, хăрушă та пулса каять — амăшĕн чĕлхине «кураймастăп» тени чи çывăх, кун çути парнеленĕ, çынна курайманниех мар-и вара?
Паян чĕлхе ыйтăвĕпе спекуляци тăвакан, телее, сахалланчĕ. Çапах та, республикăра ку енĕпе лару-тăру çивĕч пулмасан та, çак ыйтупа шăв-шав çĕклес текен тупăнсах тăрать-ха. Чĕлхесене вĕрентесси Чăваш Енре мĕнле пурнăçланса пыни пирки Халăх пĕрлĕхĕн фрончĕн эксперчĕсем икĕ çул каялла ятарлă ыйтăм ирттернĕччĕ. Унта учительсемпе пĕрлех вĕренекенсем те, студентсем те, тĕрлĕ халăх яш-кĕрĕмĕ хутшăннăччĕ. Пĕтĕмлетÿ хальхинче те ытти чухнехинчен питех уйрăлса тăмасть. Чăваш чĕлхине ачисене… чăвашах вĕрентесшĕн мар. Республикăра пурăнакан ытти халăх яш-кĕрĕмĕ çакна лăпкăн йышăнать — «титул нацийĕн чĕлхине калаçу шайĕнче те пулин пĕлнинче нимĕн начарри те çук». Çак пĕтĕмлетÿ чăнласах пушă вырăнта çуралманнине хăй вăхăтĕнче хам та курса ĕненнĕччĕ. Пĕр вăхăт хулари шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме лекрĕ. Учебниксем, чăн та, тивĕçтерместчĕç. Калăпăр, республикăна нумаях пулмасть куçса килнĕ украин /белорус, тутар/ ачи 7-мĕш класа çÿрет. Чăвашла пачах пĕлмест. Унăн вара… Çеçпĕл Мишши сăввине пăхмасăр вĕренмелле. Программа çапла ыйтать. Чĕлхене хуçа-хуçа та пулин мăкăлтаттаратчĕç мăнтарăнсем. Анчах та вĕсенчен «мĕн тума кирлĕ пире чăваш чĕлхи?» тенине нихăçан та илтмен. Паллах, кун пек чухне ют чĕлхе вĕренмелли методикăпа усă курмалла. /Ку енĕпе, уйрăм тĕслĕхсемсĕр пуçне, лав вырăнтан тапранни, шел те, халĕ те сисĕнсех каймасть/. Çав вăхăтрах чăваш ачи-пăчипе кашни урок пуçламăшĕнче 5-шер минут хăйне евĕр «политинформаци» ирттереттĕм. Ĕçлени харама каймарĕ — «чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» ыйту пачах çухалчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.