Новости по теме
Ачасем - каникулта
Республикăра - чрезвычайлă лару-тăру
Энергетиксем канмасăр ĕçлеççĕ
Вороновсем малашлăха такăр çул хывнă
Килĕшÿллĕ çемьере ĕç кал-кал пырать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турханта пурăнакан Вороновсемпе тĕл пулнă май çакна аванах туйса илтĕм. Галина Поликарповнăпа Юрий Гаврилович пурнăç çулĕпе чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕрле утаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланать. Кил хуçи тăван хуçалăхра инженерта ĕçлет, арăмĕ вара Мучикассинчи вулавăшра вăй хурать. Ĕçчен çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрать. Галинăпа Юрий мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Галинăн амăшĕ фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ хĕрне вăл пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнтернĕ. Хĕр пĕрчисем шкулта та лайăх вĕреннĕ.
«Ывăлăм чĕнет, анчах килтен каяс килмест»
Асамлăх таврăнни, ахах-мерченпе кĕмĕл вылянни...
Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хуни çинчен пĕлтерчĕ
Паян ирхине, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен правительство Комиссийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта аварисене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлекен службăсен ертÿçисемпе представителĕсем хутшăнчĕç.
Аса илтеретпĕр: юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунине пула электроэнерги пырса тăракан проводсем пăрланса ларнă. Çавна май Чăваш Енри хăш-пĕр районти ялсем çутăсăр тăрса юлнă.
Кÿршĕсем те пулăшаççĕ
Çут çанталăк кăларса тăратнă аварисене пĕтерме кÿршĕсем те пулăшаççĕ. Паянхи /юпа уйăхĕн 19-мĕшĕ/ 11 сехет те 30 минут тĕлне çичĕ районта /Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне/ электроэнерги туллин парса тăма тытăнассине йĕркелес ĕç-хĕлте Саратов, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Оренбург, Чулхула, Владимир облаçĕсенчен тата Мордва республикинчен килнĕ энергетиксем те çине тăрса вăй хураççĕ. Юсав вырăнĕсенче 119 бригада, 137 техника ĕçлет.
Аварисене вĕçлессине хăвăртлатас тесе специалистсене вырăна тухса вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ.
Больницăсемпе халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче учрежденисен генераторĕсем ĕçлеççĕ
Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи ир тĕлне республикăри сывлăх сыхлавĕн организацийĕсемпе халăха социаллă пулăшу паракан учреждение чрезвычайлă синкерлĕхе шута илмен: хăш-пĕр районти учрежденине ăшă тата электроэнерги парса тăма чарăнсан резерври генераторсене ĕçлеттерме тытăннă. Вĕсем юсавсем вĕçленичченех ĕçлĕç.
Сывлăх сыхлавĕнчи учрежденисемпе халăха социаллă пулăшу паракан центрсенчи лару-тăру тăнăçлă, ăна çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, мĕн кирлипе тивĕçтереççĕ. Учрежденисем яланхи пекех йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.