Энергетиксем канмасăр ĕçлеççĕ
20 Oct, 2014 | Пулса иртни

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне кун пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунипе сиенленнĕ объектсене тĕрĕсленĕ.

Михаил Васильевич Шупашкарти Пржевальский урамĕнче пулнă, унта сиенленнĕ электролинисене юсаççĕ, территорие хуçăлнă йывăç-туратран тасатаççĕ. Михаил Игнатьев урама тирпейлеме хăй те хутшăннă, хула влаçĕсене администраци сотрудникĕсене субботнике илсе тухмашкăн чĕнсе каланă.

Çут çанталăк инкекне пула хулари Кăнтăр поселокне электричествăпа тивĕçтересси «такăннă», микрорайонти 16 çуртра пурăнакан 500 çын электричествăсăр юлнă. Вырсарни кун 7 сехет тĕлне кунта тепĕр электроэнерги пама пуçланă. Пĕтĕмпе Шупашкарта аварипе юсав ĕçĕсене пурнăçлама 15 бригадăна явăçтарнă - пĕтĕмпе 80 çын.

Шупашкар районĕнче Сарапакасси тата Мăнал ялĕсен хушшинче электролини татăлнă. Авари сиенне пĕтерес енĕпе талăкĕпех ĕçлеççĕ, тÿннĕ юпасенчен ытларахăшне улăштарма та ĕлкĕрнĕ. Ишлей райповĕ рабочисене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Çывăхри ялсенче пурăнакансем те энергетиксене пулăшма тухнă, вĕсем проводсене çĕнĕрен карас умĕн вĕсене пăртан тасатаççĕ.

Михаил Игнатьев «Чăвашэнергон» чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе палăрнă ĕçченĕсене - «Шупашкар электричество сечĕсем» ОСП тĕп инженерне Александр Павлова тата «Энергострой» ООО машинистне Анатолий Кошкина - сехет парнеленĕ. Çул çÿреве вĕçленĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Атăл çинчи МРСК» АУОн «Чăвашэнерго» филиалĕн Çурçĕр производство уйрăмĕн тĕп диспетчер управленийĕнче пулнă. Кунта республика территорийĕнчи кашни подстанцие сăнаса тăраççĕ. «Чăвашэнерго» директорĕ Дмитрий Иванов пĕлтернĕ тăрăх - юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче лару-тăру лайăхланса пыни палăрнă, 8-тан пуçласа 14 сехетчен республикăри 15 пин çынна электричествăпа тивĕçтерессине тепĕр хут йĕркеленĕ.

Строймин ертÿçи Олег Марков электропередача линийĕсемпе çыхăннă авари сиенне пĕтерме 58 автовышкăна /республикăри организацисенчи мĕн пур автовышкăна/, электроэнерги парса тăракан 65 дизель генераторне явăçтарни çинчен пĕлтернĕ. «Атăл çинчи МРСК» АУОн тĕп инженерĕн çумĕ Алексей Софинский лару-тăрăва сăнаса тăнине çирĕплетнĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçлама кÿршĕ регионсенчи хушма авари бригадисене илсе килнĕ. Вăл 10 кВт напряжениллĕ линисене юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, 0,4 кВт напряжениллисене тунти кун каç тĕлне хута яма шантарнă.

К.ВОЛКОВ

К.ВОЛКОВ