Çут çанталăк кăларса тăратнă аварисене

19 Юпа, 2014

Кÿршĕсем те пулăшаççĕ

Çут çанталăк кăларса тăратнă аварисене пĕтерме кÿршĕсем те пулăшаççĕ. Паянхи /юпа уйăхĕн 19-мĕшĕ/ 11 сехет те 30 минут тĕлне çичĕ районта /Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне/ электроэнерги туллин парса тăма тытăнассине йĕркелес ĕç-хĕлте Саратов, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Оренбург, Чулхула, Владимир облаçĕсенчен тата Мордва республикинчен килнĕ энергетиксем те çине тăрса вăй хураççĕ. Юсав вырăнĕсенче 119 бригада, 137 техника ĕçлет.

Аварисене вĕçлессине хăвăртлатас тесе специалистсене вырăна тухса вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ.