Новости по теме

12 Чÿк, 2014

Ĕненÿпе шанăç, хавхалану кÿрекен пулăм

Культурăпа çутĕç программипе те палăрса тăрать вăл.    Шупашкар тата Чăваш митрополичĕн, Чăваш митрополи пуçлăхĕн Варнавăн пилĕпе ноябрĕн 12-17-мĕшĕсенче тĕп хулари МТВ центрта "Ӳкĕнӳрен Раççей чĕрĕлĕвĕ патне" ятпа Пĕтĕм тĕнчери православи курав-ярмăркки иртет.

12 Чÿк, 2014

Бюджет: тупăш та, тăкаксем те пысăкланнă

Республика Правительствин ĕнер Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки самай анлă пулчĕ - 32 ыйту. Çапах вĕсене кал-кал тишкерчĕç, тавлашма, сасă хăпартма хистекен самантсем пулмарĕç.

Ларура хула тăвас ĕçе йĕркелесе пырасси, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ кÿресси, муниципалитетсен çурт-йĕр тĕрĕслевĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырларĕç, финанс министрĕ Светлана Енилина хăй ертсе пыракан министерство ĕçĕ çинчен отчет турĕ - такăнтаракан «тумхахсем» пулмарĕç темелле.

12 Чÿк, 2014

Малашлăха йыхравлакан маяк

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитет. Çак сăвăçа чăваш чĕлхин шăпи питĕ шухăшлаттарнă. Тăван сăмах, чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки вăл çапла çырнă: «Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ.

12 Чÿк, 2014

90 çул - мăнаçланмалли нумай

«Фармация» ПУП, республикăри чи пысăк аптека сечĕ, 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. «90 çул вăл - мухтанма юракан ÿсĕм. Паян пире опытшăн, шанчăклăхшăн тата ят-сумшăн шанаççĕ», - терĕ уявра Валерий Филимонов генеральнăй директор.

12 Чÿк, 2014

Яваплăха туйса, çынлăха çухатмасăр

«Вăйлă пулни, яваплăха туйни кăна çителĕксĕр, йĕркелĕх хуралçишĕн çынлăх та кăтартуллă пулмалла», - çапларах палăртнă Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекен Настя Сусметова ЧР Шалти ĕçсен министерствин общество канашĕ йĕркеленĕ конкурса хутшăнса çырнă сочиненийĕнче.

Pages