Новости по теме

7 Чÿк, 2014

Муркашсем - çĕнтерÿçĕсем

Пирĕн республикăра çулсерен «Аталану çеçкисем» конкурс-вăйă иртет. «Эткер» центр пу­çар­нипе йĕркелекен мероприятие кăçал чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларĕç.

7 Чÿк, 2014

Вăхăта сая ямаççĕ

Культура çулталăкĕнче Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ял вулавăшĕн ĕçченĕсем чылай мероприяти йĕркеленĕ. Унта çамрăксене çеç мар, тивĕçлĕ канурисене те явăçтарнă. Сăмахран, Ватă çынсен кунĕ тĕлне уçнă курава камсен вăйĕпе хатĕрленĕ тетĕр. Тивĕçлĕ канурисеннипе.

6 Чÿк, 2014

«Тантăш» 45 (4407), ноябрь (чÿк), 6

Çемьере туслăхпа ăнлану хуçалансан темĕнле йывăрлăха та çĕнтерейĕн. Çакна Вăрнар районĕнчи Уйкас Явăшра пурăнакан Митрофановсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсемпе хаçатăн 1-мĕш страницинче паллашăр.

5 Чÿк, 2014

Халăхсен пĕрлĕхĕ - чи пысăк пуянлăх!

Республикăра çакна çирĕплетекен уяв иртрĕ.    Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Енчен пĕтĕмĕшле тытăмра çав ăнлавăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç «чăхăмлама» тытăнсан... Ыттине куç умне кăларма та хăрушă.

5 Чÿк, 2014

Пĕрле-и е уйрăм-и? Е дефиспа та юрать-и?

Чăваш чĕлхин орфографи ыйтăвĕсене татса пама тахçанах вăхăт çитнĕ

Вăл е ку сăмаха епле çырасси паян тапраннă сăмах мар. Чылайăшне /чĕлхеçĕсене, çыравçăсене, хаçат е кĕнеке вулакансене.../ тахçанах калаçтарать вăл.

5 Чÿк, 2014

Çутçанталăк синкерĕ чăтăмлăхпа çаврăнăçулăха тĕрĕслерĕ

Чи пĕлтерĕшли - халăх лару-тăрăва ăнланни.   «Халĕччен çут çанталăкăн кун пек синкерĕ пулнине курман, ас тумастпăр та», - шăпах çак шухăша палăртрĕç республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ватă çынсем кăçалхи юпа уйăхĕнче пулнă инкек пирки сăмах пуçарсан.

Pages