Сăмакуншăн - штраф
Тăвай районĕн прокуратури алкоголь продукцийĕн вак суту-илĕвне лицензилемелли саккунсене пăхăннине çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Пĕлтĕр лицензисĕр эрех сутнăшăн икĕ предпринимателе административлă майпа явап тыттарнă. Саккунсăр алкоголе туртса илсе тĕп тунă, пĕр киоска ĕçлеме чарнă.