Новости по теме

25 Нарăс, 2015

К Дню Великой Победы в Чебоксарах преобразятся памятники, обелиски, памятные места и сооружения, посвященные Великой Отечественной войне

В Чебоксарах приступают к ремонтно-восстановительным работам памятников, обелисков, памятных мест и сооружений, посвященных Великой Отечественной войне. О том, что запланировано провести к 70-летию Великой Победы в плане благоустройства, было доложено главе города Леониду Черкесову и главе администрации Алексею Ладыкову на планерке.

25 Нарăс, 2015

Февралĕн 27-мĕшĕнче, эрнекун, Йĕпреç районĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн Кунĕ иртет.

Пирĕн кăларăмсен журналисчĕсем ялхуçалăх, вĕрентÿ тата культура ĕçченĕсене хăйсен ĕç-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарĕç.

Чăваш эстрада артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç.

Тĕлпулу Хурамалти культура çуртĕнче 11 сех. пуçланать.

25 Нарăс, 2015

Раççей премьер-министрĕ килнин пĕлтерĕшĕ пысăк

Февралĕн 21-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

25 Нарăс, 2015

Космос карапĕ уçлăха вĕçнине курнă

Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче Байконур космодромра "Союз-У" ракета-носитель старт илсе Пĕтĕм тĕнчери космос станцине кирлĕ япаласем - топливо, апат-çимĕç, биологи эксперименчĕсем, çавăн пекех космонавтсем валли тăванĕсенчен посылкăсем илсе çитернĕ.

25 Нарăс, 2015

Йӳнĕпе туян

"Йӳнĕпе туян!" ятпа йĕркелекен ярмăрккасем районсенче те иртеççĕ. Сăмахран, февралĕн 22-мĕшĕнчен вĕсем Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав тата Комсомольски районĕсенче ĕçлеме тытăннă. Муркаш салинче вăл эрнекунсерен иртет. Кунта ял хутлăхĕсен территорийĕсенче те ялхуçалăх ярмăрккисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Шăмăршăра пурăнакансем ялхуçалăх таварне йӳнĕ хакпа январĕн 28-мĕшĕнченех ĕçлеме пуçланă ярмăрккасенче туянма пултараççĕ.

25 Нарăс, 2015

Ӳсĕме чакармасăр

Иртнĕ çул республикăра чĕрĕ виçепе 107,1 пин тонна аш-какай хатĕрленĕ. Мĕнпур йышши хуçалăхсенче аш туса илсе вырнаçтарас ĕç калăпăшне 5,9 процент ӳстернĕ. Уйрăмах хресчен-фермер хуçалăхĕсем тухăçлă ĕçленĕ. Виçĕм çулхипе танлаштарсан кăтартăва 133 процента çитернĕ. Ялхуçалăх организацийĕсем палăртнине 110,5 процент пурнăçланă.

Çакăн çинчен пĕлтернĕ Ялхуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх уйрăмне ертсе пыракан Светлана Мясникова. Республикăри ферма ĕçченĕсем иртнĕ эрнере пĕлтĕрхи кăтартусене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ.

25 Нарăс, 2015

Вăхăтра пурнăçламалла

Чăваш Енре салтаксене пытарнă 266 вырăн шутланать. Ятарлă ĕçе кÿленсе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă 1164 асăну вырăнĕпе палăка тупса палăртнă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн пĕр асăну объекчĕ те шута илĕнмесĕр юлмалла мар.

25 Нарăс, 2015

Çулсем çĕнелмелле

Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов асăннă тăрăх - кăçал республикăри çулсене типтерлеме 2 млрд та 126 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку суммăран 695 млн тенкĕ пĕтĕм халăх усă куракан çулсене ?çав шутра 156 миллионĕ - ялтисене% юсама каять.

Канаш, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче автомобиль çулĕсем тăвас тата юсас ĕçсем малалла тăсăлĕç. Республикăри 115 ялта кăçал урам çулĕсене тирпейлеме тытăнмалла.

 

Pages