Новости по теме

14 Чÿк, 2014

Валерий Михеев: Суха тăвасси çăмарта шуратасси мар

Çирĕплĕхĕпе, сăмаха тытнипе, малашлăха туйнипе, халăха пĕр йыша пухса ĕçлеттерме пултарнипе уйрăлса тăрать вăл. Çав вăхăтрах нумай калаçма та юратмасть, ĕçне ытларах тумалла тет. Сăмахăм - Комсомольски районĕнчи «Восток» ЯХПК ертÿçи, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Михеев пирки.

14 Чÿк, 2014

Петр БЛИНОВ: «Хыпар» хаçат çырăнни - чăвашлăха упрани

Елчĕк почтамчĕн пуçлăхĕ Петр БЛИНОВ - ăслă та анлă тавракурăмлă çын. Пурнăçĕ тăршшĕпех халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлекенскер пĕтĕм йывăрлăха унпа пĕрле чăтса ирттерет, савăнăçне те çынсемпех пайлать. Петр Александрович кашни çĕнĕ куна хаçат-журналпа паллашнинчен пуçлать.

14 Чÿк, 2014

Юрий Исаев: “Никамăн та халăха вĕрентме ирĕк çук”

1969 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1987-1989 çулсенче Оренбург хулинче хĕсметре пулнă. 1995 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

14 Чÿк, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 46 (6035) №. 14.11.2014

Номерте.

Киров облаçĕнчи А.Грин ячĕллĕ библиотекăн пай пуçлăхĕ Екатерина Цивилева "ÇХ" тусĕсене ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ.

Светлана АСАМАТ: "Пĕрремĕш юрату 2-мĕш класра çуралчĕ".

Ӳнер училищин студенчĕ Роман Нестеров "Раççейĕн çамрăк ăстисем" конкурсра çĕнтернĕ.

13 Чÿк, 2014

Кая юлман

Патшалăхăн хушма укçа (софинасирование) программине кĕмелли вăхăта тăснă.

Çĕнĕ нормăпа килĕшÿллĕн 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен патшалăхăн хушма укçа программине кĕрсе юлайман граждансем программăна халĕ кĕме пултараççĕ. Программăна хутшăнмалли тапхăра 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Пирвайхи взноса вара 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен хывмалла.

13 Чÿк, 2014

Хир карапĕсем туяннă

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çĕр ĕçченĕсен ял хуçалăх техники туянас шухăш-кăмăл сĕврĕлет. Анчах шăпах çак вăхăтра техника туса кăларакан хăш-пĕр компанисем ăна йÿнĕрех хакпа сутма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - «Ростсельмаш» ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене хавхалантарма йÿнĕрех хаксем çирĕплетнĕ.

Pages