Петр БЛИНОВ: «Хыпар» хаçат çырăнни - чăвашлăха упрани

14 Чÿк, 2014

Елчĕк почтамчĕн пуçлăхĕ Петр БЛИНОВ - ăслă та анлă тавракурăмлă çын. Пурнăçĕ тăршшĕпех халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлекенскер пĕтĕм йывăрлăха унпа пĕрле чăтса ирттерет, савăнăçне те çынсемпех пайлать. Петр Александрович кашни çĕнĕ куна хаçат-журналпа паллашнинчен пуçлать. Çак ырă туртăм почтамта ертсе пыма пуçласан çеç мар, чылай маларах йăлана кĕнĕ. Ыттисене те пичет кăларăмĕсемпе туслашма сĕнет вăл, уйрăмах ертÿçĕсене.

Юлашки вăхăтра çынсем мĕншĕн хаçат-журнал вулама васкамаççĕ? Çырăнтару шайĕ чакни мĕнпе çыхăннă? Çак ыйтусен хуравĕсене тупма тăрăшрăмăр эпир Петр Александровичпа. Унсăр пуçне ăна паянхи пурнăçра ытларах мĕн килĕшнипе, чунне мĕн ыраттарнипе кăсăклантăмăр.

- Петр Александрович, калаçăва хамăра хумхантаракан ыйтуран - çырăнтаруран - пуçлар-ха. Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче мĕнлерех пырать вăл?

- Шел те, хальлĕхе кăшт йывăртарах. Çынсем: «Хаçат хаклă», - теççĕ. Пирус, эрех-сăра пирки никам та хаклă темест. Апла тăк хаксем ÿсеççĕ тесе апат та çимелле мар, хăнана та çур литр чиксе каймалла мар. «Хыпар» хаçатăн çур çуллăх хакĕ - 732 тенкĕ те 66 пус, ултă уйăхра 125 номер тухать. Эппин, пĕр номер хакĕ - 5 тенкĕ ытларах çеç. 5 тенкĕ хаклă-и вара? Хаçат-журнал вăл - чун апачĕ-çке. Хăть апат çимесĕр пурăнма май çук, хăть хаçат вуламасăр май килмест. Хаçат вăл - пурнăç энциклопедийĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсенех илер. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса та хисеплесе, килĕштерсе пурăнмаллине вĕрентеççĕ. Çак хаçатсенче - воспитани те, вĕренÿ те, юрату та... Акă кино пăхатпăр та - вăл мĕн çинчен иккенне хăвăртах манатпăр. Тĕрĕссипе, халĕ киленсе пăхмалли фильмсем те питех çук. Хаçата вара йĕркеллĕ çын пуçтарса пырать.

- Çырăнтару шайĕ чакса пыни, тен, хакпа çеç çыхăнман? Тен, Интернет, компьютер вăй илсе пынипе?

- Интернет çине те, компьютер çине те ямалла мар. Çырăнтарăва халĕ редакципе почтальонсен ĕçĕ тесе шухăшлаççĕ. Мĕншĕн-ха министерствăсемпе ведомствăсен, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсен ку ĕçе хутшăнмалла мар? Мĕншĕн-ха вĕсен хăйсем патĕнче вăй хуракансем тавра курăмне ÿстерсех пыччăр тесе тăрăшмалла мар? Ĕлĕк ку ĕçе парти обкомĕ тĕрĕслесе тăратчĕ. Пĕрре çапла райадминистраци çуртĕнче канашлу хыççăн вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекен пĕр çын мана: «Санăн хаçату», - терĕ. «Чарăн-ха, санăн ку çуртра ĕçлемелле мар, - терĕм. - Эсĕ хăв хаçат çырăнса курнă-и?» - тесе ыйтрăм та - пăрăнса утрĕ çавскер. «Хыпар» хаçат манăн та мар, тĕп редакторпа унăн заместителĕсен те мар, вăл - чăваш халăх хаçачĕ. Хаçат вуламасăр эпир суккăр пулатпăр, пресса вăйне ĕненмесен информаци «вăрçине» те выляса яма пултаратпăр. Çавăнпа та хаçат-журнал çырăнас тата çырăнтарас ĕçе пурин те хастар хутшăнмалла: правительствăран пуçласа ахаль рабочи таранах. Ку енĕпе чи малтан ертÿçĕсен, педагогсен ырă тĕслĕх кăтартмалла.

Çапах лайăххи те пур. Елчĕк районĕнчи «Прогресс» хуçалăха ырăпа асăнса хăварас килет. Унăн ертÿçи Петр Скворцов кăçал 61 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăннă: фермăсем, бригадăсем, лайăх ĕçлекенсем валли. Вĕсен ĕçĕ те кал-кал пырать, унта йĕрке те хуçаланать. Мĕншĕн-ха ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илес, малта пыракан ĕçченсене хаçат çырăнса парас мар? Çуралнă кунпа та хаçат лайăх парне пулĕччĕ. Пĕр канашлура хăш предприяти-организаци хаçат-журнал çырăнни, хăшĕсем пач çырăнманни пирки каласа кăтартрăм та - иккĕмĕш ушкăнрисене Елчĕк райадминистраци пуçлăхĕнчен Николай Миллинран сăмах тиврĕ. Райадминистраци пуçлăхĕсем çырăнтару тĕлĕшпе çеç мар, ытти енĕпе те пулăшма, сиксе тухакан ыйтусене хăвăртрах татса пама тăрăшаççĕ. Ĕçе республика шайĕпех çапла йĕркелесен аван пулĕччĕ те. Ял хуçалăх кооперативĕсем - Ял хуçалăх, шкулсем - Вĕрентÿ, культура çурчĕсемпе библиотекăсем Культура министерствисене пăхăнаççĕ. Мĕншĕн-ха министерствăсен хăйсене пăхăнса тăракансем хаçат çырăнни-çырăнманнине тĕрĕслес мар? Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç эпир лайăх кăтартусем тума пултаратпăр.

- Пăшăрхантаракан тепĕр ыйту - çамрăксем вуламанни...

- Эпир халĕ вĕсене вулама çеç мар, шухăшлама та вĕрентместпĕр-хăнăхтармастпăр. Çакăншăн, паллах, çемьен тата шкулăн тăрăшмалла. Паян çамрăк ăру хутлав таблицине те лайăх пĕлмест вĕт. Хутламалла-пайламалла чухне тÿрех калькулятор тытаççĕ. Нумайăшĕн пуçне ĕçлеттерес килмест, çавăнпа чылайăшĕ укçа мĕнрен пулнине те пĕлмест. Шухăшлама чарăннă халь эпир.

- Петр Александрович, паянхи пурнăçра сире мĕн ытларах килĕшет тата чунăра мĕн ыраттарать?

- Мана хальхи пурнăç ĕлĕкхипе танлаштарсан лайăхланса пыни килĕшет. Эпир шкула пир сумкăпа, фуфайкăпа çÿренĕ. Хальхи шкул ачисем мĕнле хитре тăхăнаççĕ! Ку савăнтарать. Чуна ыраттараканни - эпир пĕр-пĕрне сума сумашкăн, хисеплемешкĕн чарăнса пыни. Çавăн пекех - хамăр чăваш пулма пăрахса пыни. Совет тапхăрĕнче пире улах ларма, чиркĕве çÿреме чаратчĕç, çынлăх пахалăхĕсене çухатма вĕрентрĕç. Вăхăт иртсен вара укçа тÿлесе улах лартма, вăййа кăларма тытăнчĕç. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ? Пуррине çухатма яланах çăмăл çав, çĕнĕрен чĕртсе тăратма вара...

- Эсир влаç тытăмĕнче 20 çул ытла ĕçленĕ: парти райкомĕн йĕркелÿ уйрăмĕн заведующийĕнчен пуçласа Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне çитнĕ. Çав тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

- Чи асра юлнă самант - райадминистрацин халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен управленийĕн пуçлăхĕ пулнă тапхăр: 1994-1996 çулсем. Чылайăшĕ ас тăвать ĕнтĕ: ун чухне 4-5 уйăх пенси паман, 7-8 уйăх шалу илеймен. «Çÿлтен» укçа уйăрманран пенси вырăнне тарăн калуш пама пуçларăмăр. Ватăсем килетчĕç те эх вăрçатчĕç, лару-тăрăва ăнлантарса парсан каçару ыйтса тухса каятчĕç. «Петр Александрович, ача вĕренме /е салтака/ каять, пенсие укçаллах пар-ха, япалапа мар», - текенсем те пурччĕ. Ватăсене 100 тенкĕ те пулин укçа парас тесе управлени çумĕнче, администраци çуртĕнчех, лавкка уçрăмăр. 90-мĕш çулсен синкерлĕ тапхăрĕнче çапларах пĕтĕмлетÿ турăм: кирек мĕнле ертÿçĕн те хăйне инвалид, суккăр çын е нуша куракан этем вырăнне лартса пăхма пĕлмелле, вара унран чăнласах та лайăх ертÿçĕ пулать. Çук тăк - унран нихăçан та, 5 институт пĕтерсен те - йĕркеллĕ çул кăтартуçă пулаймасть.

- Влаç тытăмĕнче ĕçленĕ çулсенче канупа чун туртăмĕ валли вăхăт юлатчĕ-и?

- Калама намăс та - эпĕ хамăн ĕмĕрте пулă тытса тата кăмпа пуçтарса курман. Совет тапхăрĕнче пăтăрмахлă самант пайтах пулнă. Валентин Агафонов çĕрулми тиесе ăсатмалли вăхăтра райĕçтăвком председателĕсене ирхи 4 сехетре лару-тăрупа паллаштарма ыйтатчĕ. Ун чухне патшалăх умĕнчи плана тултарасси те - тыр-пул, аш-какай, çĕрулми тĕлĕшпе - ăша çунтаратчĕ. Вырма вăхăтĕнче ирхи 4 сехетре тухса каяттăм та çур çĕр иртни 1-2 сехетре тин киле таврăнаттăм. Хĕлле ирхи сăвăма кайма хистетчĕç парти ертÿçисем. Çав вăхăтра пулла, кăмпана кайманшăн ÿкĕнетĕп, эпĕ çапла тунипе район пĕтместчĕ ĕнтĕ. Ун чухне çемьене те йĕркеллĕ пăхайман. Мунча хутсан та хăш чухне кĕреймен. Халĕ эпĕ ĕçе пăрахсан пулă тытма та пĕлместĕп - вĕренмелле пулать ĕнтĕ. Çав хушăрах район ялан малта пулни, куçса çÿрекен хĕрлĕ ялава тивĕçни савăнтарнă паллах. Хамăрăн ĕç кăтартăвĕсем курăмлă пулни хăпартлантарнă.

- Халĕ вара пушă вăхăтра мĕн тăватăр?

- Сывлăх ушкăнне çÿретĕп. Эпир, 8-9 çын, эрнере икĕ хут ĕç хыççăн «Улăп» ФОКа васкатпăр: пĕр-пĕринпе курса калаçнисĕр пуçне тренажер залĕнче кĕлеткене пиçĕхтеретпĕр, волейболла вылятпăр, бассейнра ишетпĕр, саунăра киленетпĕр. Унта, паллах, тренер та пур. Сывлăх ушкăнне çÿрени пурнăçра пулăшса пырать, вăй-хал хушать. Ку ушкăнра арçынсем çеç. Килес текенсем татах пур, анчах эпир хамăр пата хаяррине сыпкалама юратакансене илместпĕр.

- Пурнăçăрти чи çутă саманта аса илĕр-ха.

- Çутă самант нумай пулнă. Чи асра юлни - савнă хĕре качча илни. Эпĕ ăна 5-мĕш класранпах юрататăп. Çартан таврăнсан качча илтĕм. Икĕ ывăл тата пĕр хĕр çурални те - чи телейлĕ самантсем. Вĕсем пире 3 мăнук - виççĕшĕ те ывăл - парнелесен мĕн тери савăнтăм! Çакна та палăртса хăварас килет: кирек ăçта ĕçлесен те манпа юнашар ăслă-тăнлă, чунпа пуян çынсем пулнă. Хамран аслăраххисене эпĕ вĕрентекенсем вырăнне хунă. Акă Петр Никифорович Чернов, СССР халăх учителĕ - манăн юратнă учитель. Вăл мана кашни çулах çуралнă кунпа саламлать. Эпир атте-анне тата юратнă учительсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Вĕсемсĕр нимĕнле министр та, Президент та пулаймасть.

- Петр Александрович, «Хыпар» хаçат вулаканĕсене мĕн сунас килет сирĕн?

- Чăвашсем - тăрăшуллă халăх, эпир ĕçлеме те, юратма та пултаратпăр. Хамăрлăха çухатас мар тесен пирĕн чăвашлăха упраса хăвармалла. Ăна упраса хăварас тесен «Хыпарпа» чăвашсен ытти хаçатне çырăнмалла. Чăвашлăх пулсан тĕнче пĕтмест! Çакна яланах асра тытасчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: