Валерий Михеев: Суха тăвасси çăмарта шуратасси мар

14 Чÿк, 2014

Çирĕплĕхĕпе, сăмаха тытнипе, малашлăха туйнипе, халăха пĕр йыша пухса ĕçлеттерме пултарнипе уйрăлса тăрать вăл. Çав вăхăтрах нумай калаçма та юратмасть, ĕçне ытларах тумалла тет. Сăмахăм - Комсомольски районĕнчи «Восток» ЯХПК ертÿçи, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Михеев пирки. Валерий Геннадьевич асăннă хуçалăха 16-мĕш çул ертсе пырать ĕнтĕ. Каçал тăрăхĕнчи çирĕп, çав вăхăтрах пысăк хуçалăхсенчен пĕри вăл. «Восток» «Республикăри çĕр чи лайăх хуçалăх» йышĕнче. Аш-какай туса илессипе Хырхĕррисем кăçал районта 2-мĕш вырăна тухнă. Тăватă яла - Хырхĕррине, Хурăная, Вăрман хĕрри Чурачăка, Кĕтне Пасарне - пĕрлештерет кооператив.

- Кĕркунне - пĕтĕмлетÿ вăхăчĕ. Мĕнлерех пулчĕ сирĕншĕн кăçалхи çулталăк?

- Çанталăк çуркунне аван пулчĕ. Çулла шăрăх «ура хучĕ», тыр-пула типĕтсе ячĕ. Çавăнпа тухăç кăçал савăнмаллах мар. Тĕш-тырă гектартан 21 центнер тухрĕ. Пирĕн хуçалăхăн пурĕ 2735 гектар çĕр. Çав шутра сухаланаканни - 1463 гектар. Тыр-пул лаптăкĕ - 910 гектар. Кăçал 1740 тонна тырă туса илтĕмĕр. Тулăпа ыраш, урпапа сĕлĕ акатпăр. Пăрçана 2010 çултанпа пăрахăçа кăлартăмăр. Пахча çимĕçрен çĕрулми кăна хăвартăмăр. Шел, кăçал вăл та шултра тата йышлă пулнипе савăнтараймарĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» вăрлăхĕсене те улăштарнăччĕ ĕнтĕ... Кăçал выльăх апатне çителĕклех хатĕрлерĕмĕр: сенаж - 3680, силос - 601, утă 356 тонна. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 700 пуç. Çав шутран сăвăнаканни - 220 ĕне. Сысна - 400 яхăн. Пĕр ĕнерен хальхи вăхăтра 11 литр сĕт суса илетпĕр. Хуçалăх витинче паян 40 лаша.

- Чаплă техника пур чухне утпа мĕн тăватăр вара?

- Лашана пĕтерсен ял та пĕтет. Пĕр кун лаша витинче пулмарăм тăк чунра тем çитмен пекех. Урхамахсене ял халăхне усă курма тытатпăр. Çĕрулми лартмалла-и е ăна купаламалла-и, армана е вăрмана каймалла-и - тархасшăн!

- Эпĕ астăвасса эсир «çăпаталлă» трактора хисеплеттĕрччĕ. Халĕ те усă куратăр-и унпа?

- Паллах! Лайăх техника вăл. Лашана та пăрахман тăк ăна епле прахăçа кăларăн-ха? Вăл хуçалăха кăна мар, ял халăхне те кирлĕ. Çынсем унпа пахча сухалаттараççĕ.

- Валерий Геннадьевич, чылай хуçалăхра паян специалистсем çитменнипе нушаланаççĕ. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру еплерех?

- Кооперативра халĕ агроном çук. Юрать-ха, ветврач, зоотехник, селекционерсем пур. Пĕтĕмпе колхозра 96 çын, 86-ăн ĕçе тухаççĕ. Ана хуратасси çăмарта шуратасси мар, хуçалăхра пĕччен нимĕн те тăваймăн. Çавăнпа лайăх ĕçлекен механизаторсене палăртас килет. Вĕсем: Сергей Хлебников, Юрий Белков, Борис Иванов, Николай Коновалов, Владимир Сугоров, Алексей Федоров, Олег Никитин. Вĕсемпе пĕтĕм ĕçе тăватпăр. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем те хисепе тивĕç. Сысна пăхакансене - Александра Хлебниковăна, Татьяна Антоновăна, Надежда Михеевăна уйрăмах мухтас килет. Галина Федорова ветврачра 30 çул ытла ĕçлет. Владимир Коновалов вара ферма ĕç-хĕлне пĕлсе, юратса йĕркелесе пырать. Пирĕн - 7 доярка. Антонина Порфирьева, Зоя Белкова çак ĕçре чылай çул. Марина Белкова, Мария Белкова, Лариса Никифорова, Вера Петрова вĕсенчен юлмаççĕ. Вĕсен шалăвĕ сĕт мĕн чухлĕ суса илнинчен килет. Кашни уйăхрах расна вăл. Марина Белкова ĕнесен икĕ ушкăнне суса пурăнчĕ, унăн ĕç укçийĕ самаях пысăк тухрĕ. Кунсăр пуçне механизаторсене тата ытти ĕçчене тăрăшуллă пулнăшăн, лайăх дисциплинăшăн хушса тÿлетпĕр. Пĕчĕк тата пушмак пăрусене пăхакан Венера Львова, Валентина Школьникова, Ольга Малышева, Раиса Галкинăпа Владимир Паширов, Наталья Михеева пуçаруллă та хастар.

- Мĕнле йывăрлăх чăрмав кÿрет сире?

- Йывăрлăх вăл кашни çулах пулса пырать: пĕлтĕр те пулнă, кăçал та унсăр мар, çитес çул та пулатех. Йывăрлăхсене епле ирттеретĕр тетĕр-и? Кун пекки пĕлтĕр те пулнăччĕ тесе шухăшласа илетпĕр, кăштах лăпланатпăр та малалла ĕçлеме пикенетпĕр. Тĕрĕссипе вара пире ĕçлекен çын çитменни ура хурать. Паркĕпе 4 водитель кăна, çав вăхăтрах 12 машина ларать. Пурĕ 7 тракторист, хурçă учĕ вара 20-е яхăн. Унччен кашни машина çинче пĕрер çын пулнă /е пĕринпе иккĕн ĕçленĕ/, халĕ вара кашни механизатор пуçне - икшер трактор.

- Çамрăксем яла юлмаççĕ вĕт-ха...

- Паллах, манăн вăйпитти çынсене ял хуçалăхĕнче ĕçлеттерес килет, анчах паян яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ялта ниепле те тытса хăварма пултараймастпăр. Мĕншĕн тесен эпир вĕсене пурăнмалăх, кил-çурт çавăрмалăх укçа тÿлейместпĕр. Укçашăнах Мускава каяççĕ вĕсем. Кооперативра ытларах аслă ăру çыннисем тăрăшаççĕ, çамрăксем çукпа пĕрех.

- Апла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме каякансем те çук пулĕ?

- Пирĕн таврара агронома, зоотехника вĕренекенсем çукрах. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç халĕ ытларах экономист, строитель, юрист, программист профессисене суйлать. Яла юлнисем Мускава 1-2 хут кайса килеççĕ те колхоза тек тухмаççĕ.

- Валерий Геннадьевич, хуçалăх «лавне» туртма килĕшнĕшĕн ÿкĕнместĕр-и халĕ?

- Председатель пулма нихăçан та ĕмĕтленмен эпĕ. Мĕн ачаран водитель ĕçĕ илĕртнĕ мана. Çавăнтан пикеннĕ те ĕçлеме. Каярах халăх мана яваплă çак ĕçе шанса пачĕ. Халăх шанăçне тÿрре кăларасчĕ тесе тăрăшатăп халĕ. Тăрăшса ĕçлекенсене яланах хавхалантаратăп. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне кашнине пĕрер банка пыл патăмăр. Пирĕн хуçалăхăн ĕлĕкрен утар пулнă. Анатолий Львов хурт-хăмăрçă чылай çул вăй хурать унта. Пыл илессипе кăçал та, пĕлтĕр те районта 1-мĕш вырăна тухрĕ. Кăçал Анатолий Николаевич пĕр çемьерен 60 килограмм пыл илейрĕ. Пыл тухăçĕ ÿстĕр тесе çулсерен 30-шар гектар илепер курăкĕ акатпăр. Пыл пухмалли вăхăт иртсен курăкне выльăх-чĕрлĕх валли çулса илетпĕр. Тĕрĕссипе, пыл нумай, анчах ăна ниçта та вырнаçтарма çук. Çĕнĕ çул тĕлне хуçалăх ĕçченĕсене тепĕр хут хавхалантарас шухăш пур.

- «Фермăна каймасăр пĕр кун та иртмест, канмалли кунра е уявра унта çитсе килмесен тем çитмен пекех туйăнать»,- тенĕччĕ эсир...

- Хĕллехи вăхăтра: «Юрать ферма пур», - тетĕп. Фермăсăр вăхăт та лайăх иртмест пек. Январĕн 1-мĕшĕнче ирхине яланах фермăна васкатăп эпĕ, ара çынсене уяв ячĕпе саламламалла-çке-ха... Ытти праçникре те яланах вĕсемпе пĕрле.

- Епле канатăр вара эсир?

- Хире тухатăп - чунăм канать. Фермăна каятăп - каллех аван мана! Вăтăр çула яхăн сунарçă ĕнтĕ эпĕ, анчах сунара çÿреме вăхăт çук.

- Сирĕн хушаматăр мана питĕ килĕшет.

- Комсомольски тăрăхĕнче Михеевсем нумайăн мар. Пурте пирĕн ялтан, Вăрманхĕрри Чурачăкран тухнă. Чăн та, хама та кăмăла килет вăл. Аттепе анне мĕн панă - мана пурте килĕшет.

- Çынна мĕншĕн хаклатăр?

- Çынлăхшăн. Çынра лайăххи, ырри нумайрах пулмалла.

- Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăр?

- Халăхпах ĕçлесшĕн. Ку çĕр çинче çуралнă эпир, хирте ĕçлесе ÿснĕ, ватăличченех кунта вăй хурасшăн. Малашне те икĕ отрасле аталантарасшăн: тыр-пул çитĕнтермелле, выльăх-чĕрлĕх тытмалла. Выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлемелле. Ĕçре ытлашши сапаланма /калăпăр, тем тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтермелле мар/ кирлĕ мар. Паллах, тухăçа ÿстерме, халăха вăхăтра ĕç укçи пама тăрăшмалла.

- Ăнăçу сунатăп сире, ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр, çанталăк ан кансĕрлетĕрччĕ.

Роза Власова.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: