Хир карапĕсем туяннă

13 Чÿк, 2014

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çĕр ĕçченĕсен ял хуçалăх техники туянас шухăш-кăмăл сĕврĕлет. Анчах шăпах çак вăхăтра техника туса кăларакан хăш-пĕр компанисем ăна йÿнĕрех хакпа сутма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - «Ростсельмаш» ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене хавхалантарма йÿнĕрех хаксем çирĕплетнĕ.