Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ тинтерех çеç хатĕрлесе кăларнă «Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕн» презентацийĕ иртет, 15.00 сехетре пуçланать. Хаклава журналистика ветеранĕсем, хальхи вăхăтра хаçат-журнал редакцийĕсенче ĕçлекенсем, журналистика факультечĕн студенчĕсем, ăсчахсем, вулакансем хутшăнаççĕ.
Декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
«Сутуçăсен патшалăхĕ», «Иккĕмĕш Рублевка» - мĕнле кăна хак памарĕç Патăрьел районĕнчи Шăнкăртама! Çакăнта пĕрремĕш хут пулнă çын хÿхĕм çуртсене курса тĕлĕнет.
Вĕрентекенсем паян: «Çамрăк ăру компьютер умĕнче нумай ларать»,- тесе чан çапаççĕ. Анчах çамрăксенчен хăшĕ-пĕри компьютер умĕнчен хăпса урама тухсан та харпăр хăйне йĕркеллĕ тытаймасть. Калăпăр, вандалсем. Юлашки вăхăтра вĕсен йĕркесĕр ĕç-хĕлĕ пирки тăтăш çырма пуçларĕç. Анчах хаçатра питлени те вĕсене лăплантараймасть. Культура пуянлăхне тĕллевлĕ сиен кÿрекенсене вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа вандалсем теме пуçланă.
90 çул каялла чăмăртаннăскер мĕншĕн сăнне çухатать? Пысăк мероприятисене йĕркелеме пулăшать, ватă çынсемпе тăлăх ачасене хÿтте илет, спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ чухне вĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ... Сăмах - обществăри чи хастар та ăшă кăмăллă çын çинчен. Ку - волонтер.
ЧР Чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе вĕсем пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин инспекторĕсем иртнĕ уйăхăн 21-мĕш кунĕ тĕлне вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрчунне хÿтĕлесси, сунар йĕркине пăсни çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн 198 протокол çырнă /пĕлтĕр - 172/. "Пирĕн специалистсен тĕллевĕ ăна нумайрах хатĕрлесе ман пата çитересси мар, картран тухакансене йĕркене пăхăнма вĕрентесси, - терĕ служба ертÿçи Владимир Кузюков.
Мĕн, хисеплĕ Вулаканăм, малтанах ĕненменччĕ-им «Хыпар» пуçласа пĕлтернĕ çак хыпара. Ĕненмен, паллах. Çырăнтару тапхăрĕнчи черетлĕ «информаци кăвакалĕ» тесе шутланă...
Декабрĕн 12-мĕшĕнче, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ. Хаçат-журнал кăларас кулленхи кăткăс ĕçре те Православи тĕнне тытса пурăнма тăрăшакансем кăнтăрла çитеспе Пичет çурчĕн 3-мĕш хутне пухăнчĕç.