Çĕр чăнах та çаврака иккен, е Паллă тележурналист Дмитрий Киселев - чăнах та Чăваш халăх писателĕн П.Н.Осиповăн çывăх тăванĕ!

15 Раштав, 2014

Мĕн, хисеплĕ Вулаканăм, малтанах ĕненменччĕ-им «Хыпар» пуçласа пĕлтернĕ çак хыпара. Ĕненмен, паллах. Çырăнтару тапхăрĕнчи черетлĕ «информаци кăвакалĕ» тесе шутланă... Кăвакал вăл, паллах, шутсăр паха вĕçенкайăк /уйрăмах сарлака сĕтел çинче ытти çимĕçпе пĕрле тутлă шăршă кăларса выртнă чух/. Анчах та хальхинче сăмах «кăвакал» пирки пымасть. Хальхинче эпĕ сана, вулаканăм, ЧĂН ПУЛНИНЕ каласа кăтартăп.

Кăçалхи апрелĕн 17-мĕшĕнче /хам çак асар-писер тĕнчене килнĕ кун/ эпĕ Мускавра пултăм, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин çулсерен телекуравра ирттерекен «тÿрĕ эфира» хутшăнтăм. Владимир Владимировичпа эпир, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннăскерсем, Тăван çĕршывăмăрăн тĕп хулин варрине /Кремльпе юнашар/ вырнаçнă «Гостиный двор» текен асар-писер пысăк комплексра ятарласа йĕркеленĕ телестудире тĕлпултăмăр. Паллă ĕнтĕ - çĕршыв ертÿçипе тĕлпулма пире «тÿрĕ эфир» пуçланиччен чылай маларах илсе çитерчĕç, кам ăçта, хăш секторта, ларассине пĕлтерчĕç, меллĕ самант тупăнсан Президентăмăра хамăра уйрăмах хумхантаракан ыйтăва пама сĕнчĕç. Ыйту тенĕрен... Май килсен В.В.Путина мĕнле ыйту парасси пирки эп, паллах, малтанах палăртса хунăччĕ - юлашки вăхăтра пире, Атăл тăрăхĕнче пурăнакансене, уйрăмах Шупашкар ГЭСĕн пуласлăхĕ пăшăрхантарать-шухăшлаттарать.

Акă ĕнтĕ, эпир, вĕçĕ-хĕррисĕр Раççейĕмĕрĕн «провинцийĕсенчен» пуçтарăннисем, хамăра уйăрса панă секторсене вырнаçса ларма пикентĕмĕр. Вырăнĕсем, тав Турра, пурин валли те çитеççĕ. Анчах та вĕсенчен хăшĕ-пĕри çине «Резерв» тесе çырса хунă, çырса хунине скотчпа çирĕплетнĕ.

Кăшт вăхăт иртсен залра Раç­çейĕпе те тĕнчипе паллă çынсем курăнма пикенчĕç, Михаил Боярский, Анатолий Карпов, Константин Райкин, Ирина Хакамада, «Хирург» текен байкер /ăна, вăрăм çÿçлĕ, вăрăм сухаллăскере, ыттисенчен тÿрех уйăратăн/ тата ыттисем те. Акă зала «хыт утăмлăн» утса «Россия» телеканалпа халăх тăтăш куракан питĕ паллă тележурналист, «Россия сегодня» информаци агентствин генеральнăй директорĕ Дмитриев КИСЕЛЕВ кĕчĕ. Ун патне тÿрех ик-виç çын чупса пычĕ, сывлăх сунчĕ. Унтан Дмитрий Константиновича... манпа юнашар «Резерв» тесе çырса хунă пукан çине ларма сĕнчĕç. Вăл, паллах, турткаланса тăмарĕ /ара, Туркайпа юнашар ларма кам хирĕç пултăр!/

Д.Киселев, куратăп-туятăп, пит лăпках мар - «Россия» телерадиокомпанин телекамерисем ăçтарах тата еплерех вырнаçни кăсăклантарать пулас ăна, çапах та «Тÿрĕ эфирта» Раççей Президенчĕ В.В.Путин ХĂЙ-çке-ха! Кунта такам та хумханĕ!..

- Дмитрий, - терĕм эпĕ вăл кăшт лăплансан, меллĕ самант тупса, - Сирĕнпе паллашма юрать-и.

- Паллах! - терĕ ман кÿршĕм йăл кулса та аллине ман еннелле тăсса.

Эп ăна пĕр-ик сăмахпа тенĕ пек хам çинчен каласа патăм.

- Шупашкартан?! – тет те­лекуравçă, каллех йăл кулса та кăштах тĕлĕнсе. - Манăн чи чывăх тăвансенчен пĕри - чăваш театрне йĕркеленĕ çынсенчен пĕри.

Пытармастăп, ĕç-пуçсем кун пек аталанассине пач кĕтменскер эпĕ пĕр хушă шалт аптăрарăм, çав вăхăтрах Чăваш театрне йĕркеленĕ çынсене аса илме пуçларăм. Тата театрĕсем те пирĕн пĕрре кăна мар-ха та...

- Максимов-Кошкинский е Борис Марков мар пуль? - тетĕп хам самаях аптăранине пытармасăр.

- Çук, - тет татăклăн Киселев юлташ, - Петр Николаевич Осипов!

ПЕТР НИКОЛАЕВИЧ ОСИПОВ?! Пĕтĕм чăваш халăхĕ чунтан юратнă, халĕ те юратакан Петр Николаевич Осипов - тĕнчипе паллă Дмитрий Киселев тележурналистăн çывăх тăванĕ?! Çук, çук, мĕскер эсир - кун пекки пулма пултараймасть!

Пулма пултарать иккен. Çĕр чăнах та çаврака иккен.

Дмитрий Константинович çирĕплетнĕ тăрăх вăл иккĕре-виççĕре чухнех Петр Николаевич Осиповăн чĕрçи çинче- вилĕмсĕр Шелепилле калас-тăк - «хĕвел шевли пек йăлт-йăлт сикнĕ», чăвашсен паллăран та паллă прозаикĕ, драматургĕ, музыканчĕ, актерĕ, тухтăрĕ тата Чăваш театрне йĕркеленĕ Улăпсенчен пĕри пĕчĕк Димăна питĕ юратнă, тутлă çимĕçсемпе сăйланă.

Çакă пĕтĕмпех мĕнле çы­­­хăннă-и. Дмитрий Киселев çирĕплетнĕ тăрăх, унăн ашшĕпе Петр Николаевич Осиповăн мăшăрĕ - ПĔРТĂВАНСЕМ!

Акă еплерех çыхăннă Дмитрий Киселев Чăваш Енпе, чăваш халăхĕпе!

Паллах, В.В.Путин «тÿрĕ эфира» тухас умĕн эпир Дмитрий Константиновичпа 5-6 минут çеç калаçма пултартăмăр. Çапах та çак хушăра П.Н.Осиповăн юратнă мăшăрне те, сумлăран та сумлă ачисене те /вĕсем иккĕшĕ те - питĕ паллă тухтăрсем/ аса илме ĕлкĕртĕмĕр. Эпĕ хам енчен Дмитрий Константиновича чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă, пур енĕпе те талантлă ывăлне халĕ те чунтан юратнине, аслă çыравçăвăмăрăн сăваплă ятне асран яманнине пĕлтертĕм, вăл 80 çул тултарнă кун Чăваш АССР Писательсен союзĕн ятарлă делегацийĕпе пĕрле /эп ун чухне çав кантурта ĕçлеттĕм/ юбиляра ăшшăн саламлама ун хваттерне /вăл анлă Атăл хĕрринчи К.В.Иванов скверĕнчи çуртра вырнаçнă, халĕ те çавăнтах/ еплерех çитсе килнине аса илтĕм.

«Тÿрĕ эфир» вăхăтĕнче Д.К.Ки­селев çĕршывăмăрăн ер­тÿçине пысăк пĕлтерĕшлĕ, нумай çынна хумхантаракан ыйту пачĕ. Унтан вăл хăйĕн журналисчĕсем патне васкарĕ, эпĕ - хамăн тусăмсем патне. Пуçланă калаçăва ун чухне малалла тăсаймарăмăр. Анчах та шансах тăратăп - КУ ТЕМĂНА «Хыпар» хускатрĕ кăна-ха. Дмитрий Киселев пире Петр Николаевич Осиповпа унăн туслă çемйи, хăйĕн ачалăхĕ çинчен халиччен никам та пĕлменнине, никам та илтменнине каласа паратех. Шурă Шупашкара та килсе курĕ-ха чăваш халăхĕн паллă та питĕ пултаруллă хурăнташĕ Дмитрий Киселев.

Валери ТУРКАЙ

Рубрика: