Юратнă хаçат - кашни киле

16 Раштав, 2014

Декабрĕн 5-15-мĕшĕсенче Раççейре «Çырăнтару вунăкунлăхĕ» иртрĕ. Çак тапхăрта хаçат-журнала чылай йÿнĕрех хакпа çырăнма май килчĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçсем те çак çăмăллăхпа ăнăçлă усă курчĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене çырăнтарас тĕллевпе культурăпа библиотека центрĕнче Çырăнтару кунне йĕркелерĕç. Почта уйрăмĕн ĕçченĕ А.Мочалова хаçат-журналпа паллаштарчĕ, кашни кăларăм çинчен уйрăмăн каласа кăтартрĕ. Унтан культура ĕçченĕсем, мероприятие хутшăннисем «Хыпар» Издательство çурчĕн хаçачĕсене, ытти кăларăма çырăнчĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: