Фольклор юхăмĕ сарăлсах пырать

16 Раштав, 2014

Хĕрлĕ Чутайсем декабрĕн 12-мĕшĕнче Культура çулталăкне пĕтĕмлетнĕ. Çав кун унта «Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем» фольклор фестивалĕ иртнĕ.

Аса илтеретпĕр: ăна кăçалхипе тăххăрмĕш хут йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансен хисепĕ çулсеренех ÿссе пырать. Хальхинче вара куракансем «Шупуç», «Шанчăк», «Сăр таппи», «Хăнатар», «Çартмас», «Этмен», «Айхол», «Хăмăш», «Урпаш», «Артанас», «Шоколь» ушкăнсен юрри-ташшипе киленнĕ. Вырăнти артистсем авалхи чăваш тумне тăхăнса халăх юррисене шăрантарнă. Вĕсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ятарлă жюри хак панă. Как сэкономить на коммунальных платежах, используя магниты для остановки счетчиков http://magnetlife.ru/ поможем подобрать правильный магнит на счетчик 1-мĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ветерансен фольклор ушкăнĕ тухнă. Пантьăк тата Штанаш ял тăрăхĕсенчи ăстасем вара иккĕмĕш вырăна пайланă. Виççĕмĕшĕнче - Атнарти тата Хĕрлĕ Чутайри коллективсем. Асăннă хутлăхра фольклор юхăмĕ анлă сарăлнин, ял çыннисем халăх сăмахлăхне хисепленин, йăли-йĕркине упрама тăрăшнин, çак ĕçе çамрăксене явăçтарнин пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: