Михайловкăра - Уй кунĕ

15 Утă, 2020

Паян Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ялӗн çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта йăлана кĕнĕ Уй кунĕ иртрĕ. 2006 çултанпа иртекен мероприятие республикăри тĕрлĕ хуçалăхра йĕркеленĕ пулнă, 2016 çултанпа - Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх тĕпчев институчĕн Çĕрпÿ районĕнчи уйĕсенче.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хутшăнчĕ. Олег Алексеевич выставкăна тăратнă техникăпа паллашрĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсен шухăш-кăмăлӗпе кӑсӑкланчӗ.

Уй кунĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствипе Волжскри комбайн завочĕ çыхăну тытса ĕçлесси пирки килĕшÿ турĕç.

Олег Николаев çавăн пекех ĕçре малта пыракансене правительство наградисемпе чысларĕ.

Унтан республика ертÿçи "Эстет" обществăна çитсе курчĕ. Асăннă организаци республикăра пÿлĕмсен хушшинчи алăксем туса кăларас тĕлĕшпе ĕçлекен ертсе пыракан предприятисенчен пĕри шутланать. Хăйĕн таварĕсене вăл Беларуç, Украина, Молдова, Азербайджан, Казахстан, Узбекистан, Кăркăсстан, Таджикистан Республикисене, çавăн пекех чикĕ леш енчи Румыние, Египета, АПШна ăсатать. Унтан Олег Николаев Патăрьел салине пырса çитрĕ. Кунти авариллĕ котельнăй ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. 2000 çулта хута янăскер паян тĕплĕ юсав кĕтет. Олег Алексеевич котельнăйпа çыхăннă лару-тăрăва вырăнти ял тăрăхĕн райадминистрацийĕн тата Чăваш Республикин строительство министерствин ĕçченĕсене икĕ эрне хушшинче татăклăн пăхса тухма тата тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушрĕ. Ун хыççăн вырăнти вăтам шкулта "Çĕрпÿ районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи çинчен" ыйтупа канашлу ирттерчĕ. 

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас