Культура эткерлĕхне шута илнĕ

17 Авăн, 2020

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ 19-мĕш ĕмĕрте тунă шкула патшалăх кадастр учетне илнĕ.

Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕнчи шкула 1886 çулта савăнăçлă лару-тăрура уçма тăван халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлев хутшăннă. Турă саккунне, çырулăха, вулама тата арифметикăна вĕрентнĕ пĕлÿ çурчĕ çулсем иртнĕçемĕн япăхма тытăннă. Харпăрлăх хуçи кам пулнине кăтартакан хутсем çухалнă. Çав вăхăтрах 1974 çулта çурта республика шайĕнчи историпе культура палăкĕ тесе йышăнни паллă. Апла пулсан ăна патшалăх упрама тивĕç.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра культура эткерлĕхĕ шутланакан 379 объект пур. Вĕсем – чиркÿсем, купса çурчĕсем, 18-20 ĕмĕрсенче тунă хуçалăх хуралтисем. Росреестр ĕçченĕсем çавсене тупса палăртас тесе кăçалхи çулла самай çине тăнă. Шел те, 33 çурт докуменчĕсене тупма май килмен. Истори пĕлтерĕшлĕ тепĕр 18 çурта вара çулталăк вĕçлениччен шута илĕç.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

Рубрика: 

Комментари хушас