Кăçал Чăваш Енре 73 автоçула юсĕç

31 Пуш, 2018

2018 çулта Чăваш Енре 73 автоçула /143 километр/ юсама палăртнă. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 730 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çакăн пирки пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Правительство çуртĕнче иртнĕ Транспорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче каланă. 

Ларăва хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн республикăра «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проект епле пурнăçа кĕни çинчен каласа кăтартнă. «Хальхи вăхăтра подрядчиксене палăртас енĕпе ятарлă конкурссем ирттереççĕ. Вĕсем çу уйăхĕнчех ĕçе пуçăнма пултарĕç», — тенĕ регион ертÿçи. 

Шупашкарти Мускав кĕперне туса пĕтермешкĕн Мускавран 365 миллион тенкĕ ытла куçармалла. Подрядчиксем ăна авăн уйăхĕн тĕлне хута яма шантараççĕ иккен.

 

Автор: 

Комментари хушас