Чăваш Енре ÿкернĕ фильм Пĕтĕм тĕнчери фестивальте палăрнă

28 Юпа, 2019

Санкт-Петербург хулинче "Влюбленные в искусство" Пèтèм тèнчери фестиваль иртнĕ. 3-мèш хут йĕркеленĕскере Марина Карягина режиссер тата сценарист хутшăннă.

Сăмах май каласан, Марина Карягина хăй режиссер тата сценари авторè пулса ýкернè фильмсемпе Пèтèм тèнчери кинофестивальсене пĕрре кăна мар ĕнтĕ хутшàннă. 2013 çулта вăл режиссер евĕр Гран-при те илнè. Кàçалхи юпа уйăхĕн пуçламàшèнче Пèтèм тèнчери тепèр кинофестивальте, "Кунаки" ятлинче, "Российская газета" хаçатàн дипломне тивèçнè.

"Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби ăна Питĕрти фестиваль çинчен каласа кăтартма ыйтрĕ.

"Кунта документлà фильмсем кàна мар, илемлè картинàсемпе анимаци хайлавèсем те хутшàнчèç. Комисси 340 èçрен 32-шне суйласа илсе конкурс программине кèртнè. Финала тухнисем хушшинче - пирèн "О чем молчат куклы деда Тероша?" та. Программàра питè вàйлà, чун-чéрене тивекен фильмсем пулни маншàн калама çук усàллà пулчè. Кун пек пысàк фестиваль финалне тухайни хàех çèнтерý, анчах пач кèтмен çèртен "Документлà кино" номинацире лауреат дипломне илме тивèçни питè савàнтарчè. Тèрèссипе, лауреат пулса тàнинчен ытла фильм ятне илтсен зал тàвàллàн алà çупса савàнàçлà шав çèклени питè кàмaла çèклерè, хавхалантарчè. Пĕри аллине тàсать, тепри ыталаса саламлать - аран вырàна, Питèрте пурàнакан ентешèм Екатерина Данилова çумне çитсе лартàм. Екатеринàпа çак каç паллашрàмàр. Йèпреç районèнче çуралса ýснè хèр эпè фестивале чàваш фильмне кàтартма килнине пèлсен интернет урлà çыхàнчè. Ентешсем тенèрен, Питèрти культура автономийèн ертýçи Владимир Живов, Чàваш халàх тата РФ тава тивèçлè художникè Анатолий Рыбкин мана кéтсе илсе àсатса ячèç, чун-чèререн пысàк тав вèсене", - пĕлтерчĕ пултаруллă сценарист, режиссер.

www.hypar.ru Марина КАРЯГИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Вера ТИТОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас