Ăшталансах ипотека кредичĕ илеççĕ
Республикăн строительство министрĕ Владимир Михайлов отрасльти кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăкра çĕршыври 5 млн çемьене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерсе хваттерлĕ пулакансен хисепне 60% хушма, ипотека кредичĕн процент ставкине çитес 6 çул хушшинче 7% таран пĕчĕклетме ыйтнине палăртрĕ.
Иртнĕ 5 çулта республикăри 41 пин ытла çемьене пурăнмалли вырăна лайăхлатма патшалăх 17,8 млрд тенкĕ куçарнă. Кăçал тĕрлĕ категорие кĕрекен 5 пин çемьене 2,3 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.
Республикăри 14,4 пин çемье /21,4 млрд тенкĕлĕх/ пĕлтĕр пурăнмалли вырăна ипотека кредичĕпе лайăхлатнă. Ăна илекенсен йышĕ 2016 çулхинчен 28% нумайрах пулнă, строительствăна укçа 39,8% ытларах явăçтарнă. Тавăрса памалли кредитăн вăтам ставки 10,42% /2016 çулхи кăтартуран 1,19 пункт пĕчĕкрех/ танлашнă.
Çемьере иккĕмĕш тата виççĕмĕш ача çуралсан асăннă кредитăн процент ставкине 6% таран субсидилемелли программа пурнăçа кĕме тытăннă.
Михаил Игнатьев министерствăна, подряд организацийĕсене пая кĕрсе хваттер тутаракансен умĕнчи тивĕçе пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каларĕ.
CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас