Наркăмăшлă сывлăш сăлтавĕ
Шупашкарта ырă мар шăршă тăнине хула çыннисем те, хăнасем те туяççĕ. Тунтикунхи планеркăра Роспотребнадзор управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская хула çыннисен йышлă çăхавĕсем тăрăх тĕрĕслев ирттернине çирĕплетрĕ.
Атмосфера сывлăшĕнче аммиак тата сероводород виçи пысăккине палăртнă. «Юрма» агрохолдинг тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă — унта технологие пăснă-мĕн. Каяшсене компостламалли препаратсемпе усă курмалла — унсăрах ĕçленĕ.
Сăмах май, Роспотребнадзор кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче «Юрмара» планпа пăхман тĕрĕслев ирттернĕччĕ. Шупашкар районĕнчи каяш хранилищин таврашĕнче сывлăшра аммиак концентрацийĕ юранинчен 3,6 хут пысăкраххине çирĕплетнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агрохолдингри финанс лару-тăрăвĕ ансат маррине палăртрĕ, анчах ку халăха наркăмăшлă сывлăшпа сывлаттарма юранине пĕлтермест — тĕрĕслев те, яваплăх та çирĕп пулмалла.
Комментари хушас