Наградăсем хуçисене тупрĕç

21 Çĕртме, 2018

Çĕртмен 21-мĕшĕнче, Республика кунĕ умĕн, ЧР Правительство çуртĕнче республика аталанăвне пысăк тÿпе хывакансене, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе палăракансене, пурĕ 33 çынна, наградăпа чысларĕç.

"Сирĕн йышра тĕрлĕ шăпаллă, тĕрлĕ професси çыннисем. Апла пулин те эсир пурте республика аталантăр тесе нумай вăй хунă, вăй хуратăр та. Ыттисенчен уйрăлса тăракан, пултаруллă, ăста, ĕçчен, ыттисене тĕслĕх кăтартакан çынсем эсир. Пурсăра та Республика кунĕпе саламлатăп, çĕнĕ çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатăп", - терĕ ЧР Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене чысланă май.

Чăваш Республики чаплă, ĕçчен çынсемпе чăннипех пуян. Паллă ÿнерçĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ, чăваш халăх художникĕ Виталий Петров профессор — Праски Витти "Тымарсем патне таврăнни" ÿнер ĕçсен ярăмĕшĕн 2017 çулшăн Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçрĕ. "Çак ĕçпе миçе çул ĕçленине шутламан, мĕншĕн тесен ÿкересси манăн ĕç. Вăл темăсем пулма пултарнă çамрăк чухне те, çÿçĕм шуралсан та. Тăван халăха хисеплени яланах чунра пулнă. Вăл ĕнтĕ тухать хăйне май", - терĕ ÿнерçĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, философи наукисен кандидачĕ Герольд Плечов халăха çутта кăларуçăн Иван Яковлевич Яковлевăн ĕç-хĕлне 40 çул ытла тĕпченĕ, наука ĕçĕсем çырнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнчи автоматика тата техника тытăмĕсен управленийĕн кафедрин профессорĕ, техника наукисен докторĕ Александр Афанасьев вара хăйĕн ăсталăхне çамрăксене вĕрентсе пырать. Электромеханика енĕпе монографисем çырать. Герольд Никифоровичпа Александр Александровича та Чăваш Патшалăх премийĕсене пачĕç. Орден-медаль, хисеплĕ ятсем, Чăваш Республикин хисеп хутне илекенсем, паллах, пурте пултаруллă та хастар. Вĕсем пирки кашнийĕшĕ çинченех очерк çырма пулать. Пурне те пĕр материала кĕртейместĕн те…

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас