Наци проекчĕсем: уйăрнă укçапа туллин, тухăçлă усă курмалла

31 Юпа, 2019

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче регион проекчĕсене, наци проекчĕсен никĕсĕ пулса тăраканскерсене, мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç.

Юр çине асфальт сармастпăр

Çулсем тăвассипе, вĕсене юсассипе, çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕлетессипе çыхăннă проектсемпе çыхăннă ĕçпе транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Павлов паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен объектсенчи ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ. Чылайăшĕнчи ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Çитес çула куçаканнисем пур. Кăçал хута ямалли тата тăватă объектра та асфальт сарассипе çыхăннă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

Шăхасан-Калинино çул çине вара халь кăна хăйăр, вак чул турттараççĕ. 12 километр тăршшĕ çула тĕпрен юсассипе çыхăннă ĕçсем кая юлнине Евгений Георгиевич тивĕçлĕ контракта çурла уйăхĕн вĕçĕнче кăна тунипе сăлтавларĕ. Ĕçсене вара чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Юр та çурĕ те — ĕлкĕрессе хăй те шансах пĕтереймест пулас. Апла пулин те регион проектĕнче палăртнă ĕçсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ пурнăçланас тĕлĕшпе унăн иккĕленÿ çук: пĕр çĕрте туса çитерейменнине тепĕр çĕрте палăртнинчен ытларах пурнăçланă ĕçсем саплаштарĕç.

Михаил Игнатьев çулсене çутатса тăмалла тумалли ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Пĕтĕмпе çулсен 25 километрне «çутатмалла» — чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче юлашки сыпăкра лампочкăсем çутма пуçлĕç. Михаил Васильевич ку çынсен хăрушсăрлăхĕпе тÿррĕнех çыхăннине аса илтернĕ май планланине туллин пурнăçламалли пирки каларĕ. Çакă халь, хăвăрт тĕттĕмленнĕ тапхăрта, пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Хăрушсăрлăх тенĕрен, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проектпа килĕшÿллĕн 2017 çулхипе танлаштарсан 2024 çул тĕлне Чваш Енре çулсем çинчи аварисенче вилекенсен шутне 3,5 хут чакармалли тĕллев лартнă — 100 пин çын пуçне 4 вилĕмрен ытла пулмалла мар. 

Сăмах ĕçпе пĕр килтĕр

Проектпа смета документацине хатĕрленĕ чух тимлĕх кирли çинчен те сăмах пулчĕ. Ку енĕпе çитменлĕхсем пурри куçкĕрет, çавна май проектсене кайран, ĕçе пуçăннă хыççăн, тÿрлетме тивет те — çакна пула ĕçсем тăсăларах каяççĕ. Е тата — çакнашкал тĕслĕх: документсенче çул валли хăйăра 50 километртан инçе мар карьертан турттарассине палăртнă, анчах чăннипе çывăхра карьер çук иккен — 100 километртан турттармалла. Çакна маларах никам та шута илмен… Регион ертÿçи унашкалли пулмалла марри пирки пусăм тусах асăрхаттарчĕ.

Экологипе çыхăннă проектсемпе çыхăннă ĕçсем çинчен çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçсене пурнăçлакан Николай Косулин каласа пачĕ. Вĕсенче те пысăк ĕçсем палăртнă — районсемпе хуласенчи хытă кашсен вырăнĕсене рекультивацилесси таранах. Çитес çул çак ĕçсене Элĕкре, Елчĕкре, Канашра, Етĕрнере пурнăçламалла. Вăрнарта тасатакан сооруженисем тăвас ĕçсем пыраççĕ. Кăçал 230 миллион тенкĕпе усă курмалла, хальлĕхе ĕçе хывнин виçи пысăк мар та — çакă сисчĕвлентерчĕ. Министр палăртнă тăрăх, ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ, уйăрнă укçапа туллин усă курĕç. 

Канашлу «Вĕрентÿ» нацпроекта тишкернипе вĕçленчĕ. Палăртнине пурнăçланине кура ÿпкев пулмарĕ, çапах Михаил Васильевич кăçал Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта хута янă, 1,1 пин ачана йышăнмалăх шкулти лару-тăрупа кăсăкланчĕ: шкулĕ чаплă тетпĕр, анчах ашшĕ-амăшĕн пăшăрханăвĕпе çыхăннă сас-хура ун патне те çитнĕ-мĕн. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алевтина Федорова çав калаçусем çĕнĕ шкула институт-университетран кăçал кăна вĕренсе тухнă çамрăк учительсене ĕçе йышăннипе сăлтавланнине çирĕплетрĕ. Çамрăксене, паллах, ĕçре пулăшни кирлĕ, çавна май кашнин çумнех опытлă наставниксене çирĕплетнĕ — вĕрентÿ пахалăхĕ тĕлĕшпе ÿпкев пулмалла мар.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас