Муркашсем йывăрлăха парăнмаççĕ

Чи кирли - халăх инкеке ăнланса йышăнни, ăна пĕтерме тăрăшни.          Çут çанталăкăн синкерĕ республикăри 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕн территорийĕнче пулнă, анчах ытларах сиен кураканни Муркаш районĕ тесен те йăнăш мар ахăртне. Кунта республика Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн хушăвĕпе пĕрлех юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче ирхи 8 сехетрен пуçласа чрезвычайлă лару-тăру режимне йышăннă. Оперативлă штаб çийĕнчех ĕçе тытăннă: малтанлăха сиенĕн калăпăшне пĕтĕмлетнĕ, юсав бригадисем йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те алă усса ларман: халăхпа тĕл пулса калаçнă, йывăрлăхран тухмалли майсене шыранă. Ку тăрăхра малтанхи вăхăтра, сăмахран, Шетмĕпуç тата Çатракасси ял тăрăхĕсенче кăна пысăк вольтлă линисен 6 юпи тÿннĕ, каярахпа, пралуксем çинчи пăр хулăнланса пынă май, вĕсен шучĕ 11 хут ытла ÿснĕ. Ку чылай яла, вĕсенчи социаллă объектсене, вĕренÿ учрежденийĕсене тата пысăкрах йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ.

Ĕнерхи кун тĕлне çут çанталăк синкерĕн 2/3 пайне сирнĕ. Анчах умри хăрушлăх сирĕлмен. Синоптиксем çанталăк татах сивĕтессе пĕлтереççĕ. «Çавăнпа та юсав ĕçĕсене май пур таран хăвăртрах вĕçлеме тăрăшмалла», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, оперативлă штабсен ертÿçисемпе ирттернĕ видеоконференцире. Ун чухне Михаил Васильевич синкер ытларах Муркаш тăрăхĕнче пулнине палăртрĕ, çавăнпа та пĕтĕм вăйпа тата техникăпа асăннă района пулăшма сĕнчĕ.

Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Тимофеев ун чухне çапла пĕлтерчĕ: «Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 126 ял энергисĕр юлнă, вĕсенче 18201 çын пурăнать. Социаллă объектсенчен сывлăх сыхлавĕн 22 учрежденийĕ çутăсăр юлнипе вĕсен ĕç кунне кĕскетме тиврĕ. 25 шкулпа шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕнчен çак сăлтавпа улттăшĕнче вăхăтлăха вĕрентме чарнă. 14 ача садĕнче те ăшă пур, анчах унăн температури санитари нормисене пăхăнманран 5-шĕнче çеç хальлĕхе ачасене йышăнаççĕ...»

Çивĕчленнĕ лару-тăрăва куçран вĕçертменнипе, унăн синкерне сирме Саратов, Самар, Киров, Чул хула, Оренбург облаçĕсенчен, Мордва Республикинчен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Пенза хулисенчен, Тăвай районĕнчен килнĕ тата вырăнта йĕркеленĕ юсав бригадисем талăкĕпе çине тăнипе ăна чылай лайăхлатма пултарнă. Эпир ку районта пулнă кун Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче «Атăл çинчи МРСК» АУО обществин Саратоври электроэнерги валеçекен сечĕсен юсав бригади ĕçлетчĕ: юрăхсăра тухнă детальсене çĕннипе улăштаратчĕ, тÿннĕ юпасем вырăнне çĕннисене лартатчĕ, пăрланнă пралуксене тасатса çакатчĕ. Кунта киличчен кÿршĕсем Канаш хулинче ĕçленĕ, паян /юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче/ ирех кунта ĕçе тытăннă. АГП машинисчĕ А.Бочкарев пĕлтернĕ тăрăх - ĕç кал-кал пырать. «Чи кирли - халăх çак инкеке ăнланса йышăнни, ăна хăвăртрах пĕтерме пире пур енлĕн пулăшни, - терĕ Саратов вырăсĕ. - Йывăрлăхра нихăçан та пăрахман эпир пĕр-пĕрне, яланах хÿтте илнĕ».

Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Николай Александровăн хальхи вăхăтра пĕр канăç та çук. Унăн территорийĕнчи 8 ялта çутă лапах сÿннĕ. Хаçата пичете парас кун Николай Поликарпович Шетмĕпуçĕнче çутă пуласса шантарчĕ. Тепĕр кун - ыттисенче: Сарчакра, Карманкассинче, Турханта, Катăкуйĕнче... Юсавçăсене кунне виçĕ хут вĕри апат çитереççĕ. Çатракасси ял тăрăхĕнче икĕ бригада тăрăшать. Вĕсем те юсава хăвăртрах вĕçлес кăмăллă. «Инкек пăтăрмахне çак кунсенче пĕтеретпĕрех», - çирĕппĕн пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Трофимов. Икĕ ял тăрăхĕнче те ялсенче пурăнакансем юсавçăсене май пур таран пулăшаççĕ: тÿннĕ йывăçсене татса тирпейлеççĕ, пралуксене пăртан тасатаççĕ...

Ростислав Тимофеев халăх ăнлавĕпе унăн пулăшăвне уйрăммăн палăртрĕ. Хальлĕхе /юпан 21-мĕшĕнче/ пур пĕрех районта 117 яла электроэнерги çитейменччĕ-ха. «Синкер пăтăрмахне сирме 20 бригада ĕçлет, 127 çынран пурте энергетиксем, кашни кунах 28 техника, вĕсенчен 14 - автовышка, иртен пуçласа каçченех объектсенче, - терĕ Ростислав Николаевич. - Район центрĕнчи тата Мăн Сĕнтĕрти больницăсенче, Турайри сиплев учрежденийĕнче, Шомикри психоневрологи интернатĕнче, Йÿçкассинчи, Мăн Сĕнтĕрти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, ватăсемпе сусăрсен çурчĕсенче ăшă та, çутă та пур. 38 ФАПран - 29, 9 пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчен пĕринче электроэнерги пур. Вĕсенче пациентсене чăрмавсăрах йышăнаççĕ».

Райадминистраци пуçлăхĕ вĕренÿ учрежденийĕсенчи, культура объекчĕсенчи, нумай хваттерлĕ çуртсенчи лару-тăрупа та тĕплĕн паллаштарчĕ. Хăш-пĕр кăлтăк пур паллах. Вĕсене кĕçех пĕтерес шанăç пысăк.

Аякран килнĕ 78 юсавçа «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексне вырнаçтарнă. районти икĕ райпо вĕсене кунне виçĕ хут апатлантарать. Ăшă пама чарăннă объектсене унпа тивĕçтерме 19 генератор хатĕр. Пысăк çитменлĕх: районти пысăк вольтлă линисене юсама специалистсемпе техника çитмест. Çакă чăрмав кÿрет, юсава вăрахлатать.

Юрий СТЕПАНОВ

Юрий СТЕПАНОВ