«Çынсене инкекре пăрахмастпăр»

21 Юпа, 2014

221 ял-поселока электричествăпа тивĕçтернĕ

"Çут çанталăк условийĕсене пула тухнă синкер сиенне пĕтерме хутшăнакан пĕтĕм çынна чĕререн тав тăватăп. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене таса чунпа тата талăкĕпех пурнăçлаççĕ, специалистсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Пирĕн тĕллев - вĕсене май килнĕ таран пулăшасси," - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва уçнă май. Унта влаç органĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев электричествăсăр тăрса юлнисен шутĕнче ĕнерхи ир тĕлне 235 ял-поселок /вĕсенче пĕтĕмпе 15738 çурт, 36611 çын пурăнать/ пулнине пĕлтерчĕ. Урăхла каласан авари сиенĕн пысăк пайне кĕске тапхăрта пĕтерме май килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паянпа ыран тата тăрăшарах, çине тăрарах ĕçлемелле терĕ: гидрометцентр çак кунсенче çанталăк ăшăтасса, унтан тăруках сивĕтессе систерет. Эппин, пăртан тасалса çитеймен проводсемпе йывăçсем пушшех "йывăрланма", çакна пула хушма аварисем тухма пултараççĕ. "Ăшăрах чухне май килнĕ таран ытларах ĕçлемелле, волонтерсене явăçтармалла", - терĕ Михаил Васильевич.

Чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе йĕркеленĕ оперативлă штаб пуçлăхĕ, ЧР строительство министрĕ Олег Марков палăртнă ĕçсен 50% юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче пурнăçлама май килнине пĕлтерчĕ. Çав кун 221 ял-поселока /18 пин ытла çурт, 35 пин ытла çын/ тата социаллă сферăн 37 объектне /çав шутра 27 шкул, 7 ача сачĕ/ электроэнергипе çĕнĕрен тивĕçтерме тытăннă. Олег Марков Шупашкар хулипе Çĕмĕрле районĕнче юсав ĕçĕсене вĕçлесе пынине, ытти район-хулара та çак мероприятисене тивĕçлĕ шайра йĕркеленине палăртрĕ. Муркаш районĕнче лару-тăру уйрăмах кăткăс, çавăнпа пĕтĕм вăя унта ямалла терĕ.

Муркаш райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев 126 ял çутăсăр нушаланнине пĕлтерчĕ, вĕсенче 18 пине яхăн çын пурăнать. Урăхла каласан электроэнергипе усă курайманнисен йышĕн çурри - шăпах Муркаш районĕнче. Ростислав Николаевич ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе тепĕр 6 автовышка тупса пама ыйтрĕ. Пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă кунсенче унта 63 çутă юпи сиенленнĕ-мĕн, тунти кун тата темиçешĕ тайăлнă. Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров хăйсем патĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ: 40 ял халĕ те çутăпа усă кураймасть. Ялсенче электропередача линийĕ питĕ нумай татăлнине пĕлтерчĕ вăл. Вĕсене юсамашкăн электриксем çитменнине каларĕ. Михаил Игнатьев хула влаçĕн представителĕсене Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти электриксене ыттисенчен те ытларах шар курнă районсене яма хушрĕ. "Чăвашэнерго" ертÿçи Дмитрий Иванов техникăна тата бригадăсене пĕр районта юсав ĕçĕсене вĕçлесен тÿрех тепĕр çĕре куçарнине пĕлтерчĕ.

"Эпир халăха инкекре нихăçан та пăрахса хăварман, малашне те пăрахмăпăр, пулăшăпăр", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ канашлу хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Вăл синкер сиенне пĕтерес тĕлĕшпе пĕтĕм шайри влаç органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине, ку мероприятисене кÿршĕ регионсенчен хушма вăйпа хатĕрсене явăçтарнине, энергин альтренатива çăл куçĕсемпе тата пурлăх резервĕсемпе усă курнине палăртрĕ. Михаил Игнатьев РФ Правительствинчен республикăна тăкаксене саплаштармашкăн резерв фондĕнчен 75 млн тенкĕ уйăрма ыйтса çырнине пĕлтерчĕ. "Кашни çын электроэнергипе тепĕр хут усă курма пуçламасăр регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне пăрахăçламăпăр", - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА