Юхан шывра путасран çăлнă
Ĕнер, пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти Чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла хӳтĕлев ĕçĕсен управленийĕн çăлавçисем Атăл юхан шывĕнче путасран икĕ çамрăка çăлнă.
Атăлăн сылтăм çыранĕнче патрульпе çӳренĕ чухне Александр Лесников çăлавçă 2 каччă пысăк пăр татăкĕ çинче юхан шыва тухнине асăрханă. Вĕсенчен пĕри юлташне патак тыттарса çырана сикме ĕлкĕрнĕ. Александр Лесников пăр çинче юлаканнине çыран еннелле мĕнле пымаллине ăнлантарнă. Унтан ăна "Александров вĕçне" пăрахса панă та пăр татăкĕпе пĕрле çырана туртса илнĕ. Çăлăннисен ячĕ-шывĕ паллă мар, мĕншĕн тесен вĕсем инкек вырăнĕнчен тӳрех тарнă.
Çĕнĕ Шупашкарти Чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла хӳтĕлев ĕçĕсен управленийĕ çак тапхăрта шыв хĕрне çӳреме сĕнмест. Пăр кайнă вăхăтра акă мĕнрен асарханмалла:
- шыв хĕрне каясран;
- юхан шыв урлă каçасран;
- пăр пуçтарăннă вырăна пырасран;
- чăнкă çыранта тăрасран;
- пăр татăкĕсене çырантан тĕкесрен;
- шыв тарăнăшне виçесрен;
- пăр çине тухасран.
Хаклă ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене шыв хĕрне ан ярăр, пăр çинчи хăрушлăх пирки асăрхаттарăр.
Кам та пулин инкек тӳснине курсан çийĕнчех "101" е "112" номерпе шăнкăравлăр.
Комментари хушас