Муниципалитетсем республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçĕç

Чи тӑрӑшуллӑ муниципалитетсене малашне республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Гранчĕпе хавхалантарма тытӑнӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Районсемпе хуласене уйрăмшар хаклĕç. Пӗрремӗш ушкӑнра малти виҫӗ вырӑна палӑртӗҫ, иккӗмӗшӗнче — икӗ вырӑн. Укçана уйăриччен вăл е ку муниципалитет унчченхи çул епле ĕçленине хаклĕç. Грант валли кӑҫалхи хыснара 50 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӑл укҫана çĕнтерÿçĕ-муниципалитетсен общество инфраструктурине аталантарма ямалла. Владимир Аврелькин министр каланӑ тӑрӑх, конкурс ҫу уйӑхӗнче иртӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗнче палӑртӗҫ.

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас